Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апата (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗ те ҫук, анчах курӑк яшкине е мӑян пашалӑвӗ ҫумне сӗт хушма, «апата шуратма» май пулни паха.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шурути, хурхуххи, кукша пуҫ, ӑншӑрт, йӳҫӗ эрӗм таранччен апата каять.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лешсем парнеленӗ апата пӗр-пӗринпе тӳпелешсе пайлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫемье каҫхи апата ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ачасем вӑл е ку апата ҫиесшӗн пулманнине те илтме пулать.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Ҫеҫенхирсенчи шӑрӑха хӑнӑхнӑ лашасем те хӑйсене панӑ апата ҫимеҫҫӗ, пӑчӑпа, шӑрӑхпа ывӑнса ҫитнине ыйхӑласа ҫеҫ тӑраҫҫӗ.

Даже привычные к степному зною кони отказывались от еды и стояли сонные, истомленные удушливым палящим жаром.

Пушӑ хирпе // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӑш-пӗр тӑварӗсем апата юрӑхлӑ — вӑл апат тӑварӗ.

Одни соли годятся в пищу — это поваренная соль.

Березники // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кӗнекере ҫапла ҫырни те асран тухман: «Удавсем сунар кайӑкне, вӑл тем пысӑкӑш пулин те, пӗтӗм кӳлепипе, пайламасӑр, чӑмӑрла хальлӗнех ҫӑтса яраҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вӗсем хускалаймаҫҫӗ, варӗнчи апата ирӗлтернӗ май ултӑ уйӑх йӑшӑл та тумасӑр ҫывӑраҫҫӗ».

В книге говорилось: «Удав заглатывает свою жертву целиком, не жуя. После этого он уже не может шевельнуться и спит полгода подряд, пока не переварит пищу».

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӑтӑ ирхи апата хатӗр, Компот та тултарать.

Каша к завтраку готова И компот налит.

Октябрӗн 20-мӗшӗ - Повар кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3486991

Пурӗ пӗр вунӑ минутран апата каймалла, сирӗншӗн ку ҫула май пулать…

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта ҫапла калаҫҫӗ: столовӑйра кӑнтӑрлахи апата ҫӗрулми юрататӑн пулсан– лартма та, ҫумлама та, чавма та юрат.

В Бижбулякской средней школе №2: любишь картофель на обед в столовой – люби и посадить, и пополоть, и покопать его.

Ӳстернӗ пахча-ҫимӗҫпе шкул столовӑйӗнче апат хатӗрленӗ чухне усӑ курӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ur-3444694

Лена хӑйӗн ҫырӑвӗсене илме тата Завьялов патне кам та пулин ҫырмасть-ши, тесе пӑхма апата яланах унран малтарахран пырать.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӑнтӑрлахи апата кайрӗҫ те килмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле типӗ апата ҫаплах чӑмларӗ, чӑмларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мучипе кӗтӳ ачисем апата ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Малтан ҫак апата тракторпа турттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сахал апата пирӗн енче чӗре сури теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗррехинче, кӑнтӑрлахи апата таврӑннӑ чухне, Васса хӑйсен картишӗнче такам кӗрӗслеттерсех тукмак ҫапнине илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Апата пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн, темиҫе хут, темиҫе тӗрлӗ парсан, ӗне нихҫан та йӗпхӗрмест, утӑ-улӑма тӑккаласа пӗтермест.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Тихӑн апата килчӗ пулас», — шутласа илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех