Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

антарчӗ (тĕпĕ: антар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, кӑкӑрне тытса, кӗпине ҫурмаран чарр ҫурса антарчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑ законӗсем урӑхларах, эсӗ вӗсене пӗлместӗн иккен-ха, — сурӑх тирӗсене урайне сӗтӗрсе антарчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуянсене Ҫӗпӗре ӑсатнӑ чухне вӑл активистра ҫӳрерӗ, каярах чиркӳ хӗресне те вӑлах сӗтӗрсе антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вара сӗтел ҫине пашалу хучӗ, яшка антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑҫал вӑл Элнет юханшыв тӑрӑх пиншер тӑваткал чалӑш йывӑҫ антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл чӗтревлӗ аллисене янахӗ тӑрӑх шутарса антарчӗ, вӗсем те ҫап-ҫарах.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл пуҫне кӑшт хускатса пит хӳтлӗхне антарчӗ те ӗҫе кӳлӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина ҫак инструмент ятне пӗлменрен сассине антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗр остановка кӑна кайнӑччӗ, ҫаннисене хул тӗпне ҫити тавӑрса янӑ, аллисем ҫине тӗрлӗрен ҫӗлен-калтасем йӗплесе ӳкернӗ, вӑтӑр ҫулалла ҫитнӗ патвар этем, «халӑха пӑлхатса пыран» тесе, ӗнсерен ярса илчӗ те троллейбусран вӗлт! кӑна сирпӗтсе антарчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Тамара картишне чупса тухрӗ, тӑрантас ҫинчен Стасика сӗтӗрсе антарчӗ те, лашана ҫавӑрса.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман карттусне ҫамки ҫине пусса антарчӗ те ҫаврӑнса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Вырт!» — терӗ ҫумранах чупса иртен Нинука Ванюк, хӑй ҫумне туртса антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫил-тӑвӑл темле хӑмана, планкӑна, йывӑҫран тунӑ е тимӗр япалана туртса антарчӗ те, вӑл мана пуҫран ҫапрӗ пулмалла…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ӗнтӗ тӑшманӑн виҫӗ самолетне ҫапса антарчӗ те хӑйӗн пӗрремӗш Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Пуҫлатпӑр пуль ӗҫе, — аллине антарчӗ Палюков.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ну-ка, кил-ха ман пата, — ҫӗлӗкне хыврӗ те ун мулаххайне антарчӗ Хӗлимун.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Кам пӗлет ӑна, — калча ҫине хӑпаракан ӗнесене хӑваласа антарчӗ Петюк Петти.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тракторист плугне тепӗр карт антарчӗ, вара васкавлӑн кабинӑна хӑпарчӗ, тракторне тапратса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сарай тӑрринчен утӑ антарчӗ те, ӑна йӑтса, витенелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Лешӗ ҫурри таран антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех