Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

антарнипе (тĕпĕ: антар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑма хӑтланать те вӑл йывӑрланнӑ пуҫӗ туртса антарнипе ҫӗре персе анать…

Он попытался встать, но тяжелая голова потянула вниз, и он упал наземь…

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл сывлӑшри ҫапӑҫура тӑшман самолетне персе антарнипе хавхаланса хӗрсе каймалла маррине маннӑ пулас.

Он забыл основное правило: в воздушном бою не увлекаться сбитым.

15. Разведчик // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тӳлесен, вӑл пӗрене ҫине хӑпарчӗ те, шӑчӑран тытса, калакӗсене пӗртикӗссӗн те юлхавлӑн ҫӗклесе антарнипе тӑп-тӑрӑ шыв тумламӗсене йӗри-тавра сирпӗтекен кустӑрма патӗнчен иртсе кайрӗ.

Заплатив, он поднялся на бревно и, придерживаясь рукой за шест, прошел мимо колеса, лопасти которого равномерно и лениво то поднимались, то опускались в воду, роняя дождь прозрачных капель.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хумсем ҫапа-ҫапа антарнипе анранӑскерсем, пӗрне-пӗри хӑй айне пӗтӗрсе чикеҫҫӗ, пӑваҫҫӗ, путараҫҫӗ, сывласа илме тесе карнӑ ҫӑварӗсене шыв кӗнипе чыхӑнса каяҫҫӗ, прожектор ҫути вӗсен куҫӗсене йӑмӑхтарать, апла пулсан та, вӗсем пӗр-пӗрин мӑйне алӑран вӗҫертмеҫҫӗ.

Оглушенные ударами гребней, они подминали, душили, топили друг друга, разевая рты, чтобы забрать воздух, и задыхались, и слепли в прожекторном свете, не выпуская, однако, горла противника.

I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

— Артамашов кубанкине ҫамки ҫине тата ытларах антарнипе халӗ вӑл унӑн шӑртланса тӑракан куҫхаршийӗсем ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑрать.

— Артамашов еще сильнее сбил кубанку на лоб, так что теперь она держалась на его жестких и буграстых бровях.

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех