Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яшка антаракан хӗрарӑм пысӑкрах турилкке илчӗ те мана пиҫнӗ сысна хӳрипе икӗ хӑлхине хурса пачӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Сӗтне улӑм ҫӳппи хулӑнӑш кӑна антаракан ӗне, паллах, нихӑш ҫыннӑн кӑмӑлне те каяс ҫук.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Сӗт сахал антаракан ӗнесене ниепле пӗтерсе ҫитерейместпӗр.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Ырӑ ҫын, каласа парсам, хӑш ҫӗршывра апат антаракан им-ҫам тупма май пур?
Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307
Юлашки кунсенче, Марья Ивановна госпитальтен апат юлашкисем, ҫӗр улми хуппи илсе килсе ҫитерме пуҫланӑранпа, Нюрка сӗт хушрӗ, кунне литр ҫурӑ антаракан пулчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Монс «ирӗ» пекех — гавань яланах шантарать; унӑн тӗнчи уҫса-тупса палӑртайми пӗлтерӗшпе тулсах ларнӑ, ҫак пӗлтерӗш — улӑпла крансем антаракан тӗркемсен пирамидисенче; ҫак пӗлтерӗш мачтӑсен хушшинче сапаланнӑ, ӑна ҫыран хӗрринче карапсен тимӗр аякӗсем хӗстерсе хунӑ, унта, бортсен ҫӑтӑ-ҫӑтӑ тарӑн хушӑкӗсенче, сулхӑнра, ӗнтрӗкре, тинӗсӗн симӗс шывӗ хупӑ кӗнеке евӗр чӗмсӗррӗн выртать.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хуралса кайнӑ юлашки ҫулҫӑсене вӗҫтерсе антаракан типӗ сивӗ ҫил вӗрет.Срывая последние почерневшие листья, дул сухой холодный ветер.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Сӑмах вӑрӑсем, куҫа курӑнакан мӗлкесемпе хӗртсурт тата вилӗм ҫинчен пырать пулсан, вӑл кама та пулин ҫакса кӗлерни е пушар тухни, хӑрушла инкек пулса иртни, вилмеллех ҫапса антаракан чир-чӗр тата хӑрушӑ чӗрчунсем ҫинчен каласа парать.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Искусствӑна мачча е стена ҫине тӑваҫҫӗ пулсан, вӑл апат антаракан тумалла, ҫиес килтермелле…Когда искусство делают на потолке или на стенах, оно должно возбуждать аппетит…
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Хамӑр персе антаракан тӑшман самолечӗсен хисепӗ ӳссех пырать.
13. Наступление! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Вӗсем тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ ҫывӑхри тусем ҫинчен юханшывсем ишсе антаракан материалпа тата ҫавӑн пекех ҫырана пыра-пыра ҫапакан хумсем ишнипе пулакан материалпа хушӑнса пынӑ.
4. Геосинклинальсем — тусен ҫӗршывӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче ниме юрӑхсӑр стрелок, сайра та хаклӑ кану вӑхӑтӗнче, хӑйӗн юлташ-командирсем мунчара ҫӑвӑнса ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, пӗр-пӗччен вӑрмана кайса сехечӗ-сехечӗпе чӑрӑш йӗкелне пӗрремӗш пульӑпа персе антаракан пуличченех пеме вӗреннӗ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Крыльца шӑлса антаракан хӗрача картишӗнче явӑнса ҫӳре парать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Фабрика пушанса, пӗр чунсӑр тӑрса юлчӗ, урнӑ пек ӳлесе, шӑхӑрса, пӑрлӑ ҫумӑра сирпӗтсе труба ҫумне юр ҫыпӑҫтарса вӗрекен, унтан ӑна каллех шӑлса антаракан ҫил айӗнче лапчӑнса ларнӑ пек курӑнчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Эреншильд контрадмирала Ватранг вуникӗ караппа Гангут ҫурмаутравӗн ҫурҫӗр ҫыранӗсем патне кайса вырӑссем хӑйсен галерӗсене Рилакс-фиорд заливне антаракан вырӑна хирӗҫ чарӑнса тӑма хушнӑ.
Шпион // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Уйрӑмӑнах хуралсене ҫакӑнта, галерӑсене шыва антаракан вырӑнта тӑратас пулать…
Перекат патӗнче // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
— Эс мӗскер унта, ирлесе тем ҫуйӑхатӑн? — ыйтрӗ тӗпелте яшка антаракан мӑшӑрӗ.— Ты чего это взбесился с самого ранья? — донесся голос Сайде, разливавшей суп.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Мӗн тӑван эсӗ, Ефимка? — брезент шӑналӑка урапа ҫинчен туртса антаракан Ефимка патне пырса тӑрса, ыйтрӗ Верка.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Ватти, тем ав, сӗт сахал антаракан пулнӑ…»
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Витрине ҫекӗлпе ҫаклатрӗ те, темиҫе ҫӗр алӑ сӗртӗннипе яп-яка пулнӑ, вӗрен антаракан тараса валне аллипе тытса, пусса ячӗ, унтан икӗ аллипе тимӗр аврине ҫавӑра-ҫавӑра, тулли витрине ҫӳле хӑпартрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
- 1
- 2