Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анса (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Аполлон-17» Уйӑх модулӗ 20,19080° ҫ. ш. 30,77168 х.т.д. координатсемпе, малтанах палӑртса хунӑ вырӑнтан 200 метрта анса ларнӑ.

Лунный модуль «Аполлона-17» совершил посадку в точке с координатами 20,19080° с. ш. 30,77168 в. д., в 200 м от заранее запланированного пункта.

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

«Аполлон-16» Уйӑх модулӗ Уйӑхӑн кӑнтӑр-тухӑҫри квадрантӗнчи сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта анса ларнӑ.

Лунный модуль «Аполлона-16» совершил посадку в гористой местности юго-восточного квадранта Луны.

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

«Аполлон-15» экватортан инҫерехри широтасенче, Апеннин ятлӑ Уйӑх ҫинчи ту хырҫин ҫӳллӗ сӑртлӑхӗнче, Ҫумӑрсен Тинӗсӗ хӗрринче анса ларнӑ

«Аполлон-15» приземлился в более высоких широтах, в высокогорье лунного горного хребта Апеннин, на краю Моря Дождей

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

«Аполлон-14» Уйӑх кабини Ҫумӑрсен Тинӗсӗнчен кӑнтӑралла вырнаҫнӑ Фра Мауро кратер патӗнче анса ларнӑ, ҫав вӑхӑтра унта «Луноход-1» ӗҫленӗ.

Лунная кабина «Аполлона-14» совершила посадку у кратера Фра Мауро, расположенного к югу от Моря Дождей, где в это время работал «Луноход-1»

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

«Аполлон-12» Уйӑх модулӗ Тӑвӑлсен Океанӗн анӑҫ пайӗнче анса ларнӑ.

Лунный модуль «Аполлона-12» совершил посадку в западной части Океана Бурь.

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

Анса ларнӑ вырӑна Лӑпкӑлӑх Бази ят панӑ.

Место посадки было названо Базой Спокойствия.

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

«Аполлон-11» Уйӑх модулӗ экватор патӗнче тенӗ пекех, Лӑпкӑлӑх Тинӗсӗн кӑнтӑр-анӑҫ пайӗнче, 0° 41' 15» ҫ. ш. 23° 26' х.т.д. координатлӑ вырӑнта анса ларнӑ.

Лунный модуль «Аполлона-11» совершил посадку почти на экваторе, в юго-западной части Моря Спокойствия, в точке с координатами 0° 41' 15» с. ш. 23° 26' в. д.

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

Уйӑх ҫине анса ирттернӗ юлашки экспедици 1972 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ: паянхи куна илес пулсан Юджин Сернанпа Харрисон Шмитт Ҫӗр чӑмӑрӗн уҫлӑхташӗ ҫине кайса килнӗ юлашки ҫынсем шутланаҫҫӗ.

Последняя лунная экспедиция с высадкой состоялась в декабре 1972 года: Юджин Сернан и Харрисон Шмитт являются на сегодняшний день последними людьми, посетившими естественный спутник Земли.

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

1969—1972 ҫулсенче Америкӑн «Аполлон» программипе Уйӑх ҫине анса 6 экспедици пурнӑҫланӑ.

В 1969–1972 годах по американской программе «Аполлон» было выполнено 6 экспедиций с высадкой на Луну.

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

Маринка пӗрре кӑна сасӑ пама ӗлкӗрнӗ, сивӗ шывра ӑна шӑнӑр туртса хутлатнӑ та, вӑл пӗве тӗпне чул пекех анса кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светлана ларнӑ пӑрахут анаталла анса кайсанах, пристане тепӗр пӑрахут килсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Ҫӳлти хутра пулсан, анса хӑпарасси те йывӑртарах пулать ӗнтӗ ӑна…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Алексей куҫӗ хӗрелсе кайнӑ, унӑн хурарах кӑтра ҫӳҫӗ, усӑнса анса, тарланӑ ҫамки ҫумне пайӑркан-пайӑркан ҫыпҫӑнса ларнӑ, калаҫнӑ майӑн час-часах сывлӑша касакан сылтӑм алли вилнӗ ҫынӑнни пек, кӑвакарса кайнӑ, шӑлавар кӗсйине чикнӗ сулахай алли чӗтре-чӗтре илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Асамат кӗперӗ айӗпе пӑрахутсем шуса иртеҫҫӗ, вӗсен шурӑ тӗтӗмӗ ҫӳлелле мӑкӑрланса хӑпармасть, вӑл, пӑрахут хыҫнелле юлсанах, сенкер хумсем ҫине анса сарӑлать те, пӑрахут хыҫҫӑн ирхи шурӑ тӗтре пек шурса пырать…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ывӑнса ҫитнӗ тата тӗссӗрленме тытӑннӑ тулли уйӑх чӑрӑшсен тӑрринчен ҫӗрелле шуса анса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пирӗн умранах икӗ ҫамрӑк юрласа иртсе кайрӗҫ, пристань еннелле анса ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кӑштах тӗтрепе карӑннӑ тулли уйӑх Атӑл леш енчи чӑрӑшсемпе хырсен тӑррине анса ларнӑччӗ те, ҫӗре анма та, тепӗр хут ҫӳлелле хӑпарса кайма та именсе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шупашкара анса юлтӑм та икӗ эрне ытлӑ больницӑра выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Ҫапах та Шупашкара мӗншӗн анса юлнӑ-ха эсир, Владимир Петрович?

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вара эпир Шурӑпа иксӗмӗр те, алла-аллӑн тытӑнса, Атӑл тӗпнелле анса кайма пуҫларӑмӑр пек.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех