Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аннем (тĕпĕ: анне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аттепе аннем

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫитӗ, ҫитӗ, теп, аннем, ан хуйхӑр, Йӗкӳне чарсах эс ан ахлат.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Аннем! — кӑшкӑрса ячӗ Ахмар.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ аннем пӗчченех пурӑнать.

Старая мать моя одна.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Каяр, Феника, каяр, аннем! — шартах сикрӗ Флорида, Фабиан господина каллех пӗтӗм вӑйран турткаласа.

— Пошли Фэника, пошли, мамочка! — вздрогнула Флорида, снова изо всех сил принимаясь тащить господина Фабиана.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Вӗлереҫҫӗ вӗсем сана, аннем!

— Убьют они тебя, мамочка!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ан йӗр ҫеҫ, аннем, — терӗ Ваня сак ҫинчен тӑрса.

— Только не плачь, мама, — сказал Ваня, поднимаясь с лавки.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эх, аннем, мӗскӗн аннеҫӗм!»

Эх, мама, бедная моя мамочка!»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

А эпӗ хамӑн тӑван аннем ҫине ывҫӑ тӑпри сапма та пултараймарӑм», — ӳкӗнсе, хӑйне хӑй тиркесе шухӑшларӗ Лавр.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ман ҫире икӗ ачампа арӑм, ватӑ аннем.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унта ман аннем хамӑрӑн пӳрт ишӗлчӗкӗсем айӗнче пӗтрӗ… пиччем фронтра вилчӗ…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хаклӑ аннем

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пӗртен-пӗрех пуҫӑм пур, Вӗри юнлӑ чӗрем пур, Ватӑ карчӑк аннем пур, Урхамах пек утӑм пур, Вӗсенчен те хаклӑрах Чунӑм савни эсӗ пур, Анчах сана та паян Туртса илен тӑшман пур, Вӑл тӑшмана пӗтерме Икӗ вӑйлӑ аллӑм пур, Анчах, ӑна пӗтерсен, Унран усал тӗнче пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ӑсра чӗнет: «Аннем, ман килӗм…

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Аттем ман пулнӑ питӗ кутӑн, Аннем юлман унтан пӗр утӑм — Асап эп курнӑ ҫитӗнсен: Пӗлмен эп, мансӑрах вӗсем Качча пама сӑмах хытарнӑ, Анчах та вӑхӑтне пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Аннем, чӗрӳпеле ан шуйӑх: Эп юрататӑп Кавруҫа».

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Аннем, ман иртрӗ-ҫке ачалӑх, Паян вӑл юлчӗ хыҫала.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӑкӑр ялӗнче ҫак хисепе эпӗ чи малтан тивӗҫрӗм», — тесе хӗпӗртетчӗ 93-ри аннем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Палюк пиччене кайса чӗнес мар-ши, аннем? — ыйтрӗ Укҫине.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халӗ, вӑл хыҫа хӑварнӑ сарлака, вӑрӑм, тӑвӑллӑ, телейлӗ те хӑтлӑ мӗн пур пурнӑҫ талккӑшӗнче, — аннем сӑнарӗ уншӑн уҫӑмлӑрах та, тӗрӗсрех те, унпа ҫыхӑннӑ ас тӑвӑм вара — ҫивӗч.

Теперь, на расстоянии всей огромной, долго, бурно, счастливо и содержательно прожитой им своей жизни, — образ моей матери все яснее, отчетливее ему, и память о том, что связано с ней, — остра.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех