Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анать (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арӑм хушпӑвӗсем темиҫе тӗрлӗ пулнӑ, анчах пурин те тенӗ пекех тӑрри уҫӑ, ҫурӑм хыҫнелле ⎼ пилӗк таран ⎼ хӳри анать.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ун патнелле юрӑ сасси ҫывхарса пыма пуҫларӗ, — туран хӗрсен ушкӑнӗ анать иккен.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мехел ҫитсессӗн ҫумӑр ярӑнать, Ҫунатлӑ чун ҫӳлтен ҫӗре анать, Чечек папки илемлӗн ҫурӑлать, Йӗркипелен юрри те юрланать — Мехел ҫитсен.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пассивли (ҫирӗплетсе лартнӑскер) тата активли (тормоз калӑпӗ ролика малалла кӑларсан анать) пулать.

Бывает пассивный (закреплен) или активный (тормозная колодка опускается, когда ролик выдвигается вперёд).

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Ав, пӑх, Турикасран урам тӑрӑх пӗр ушкӑн ача анать.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Хӑй пӗрре нӳхрепе анать, тепре кӗлете кӗрет — йӑпӑртатса чупкалать пысӑк савӑнӑҫлӑ пӗчӗк хӗрарӑм, аллинчи савӑт-сапине ӳкерсе ватасран та хӑрамасть.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑртран пӗр ушкӑн халӑх анать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗнмеҫҫӗ аппасем, пӗр сӑмахсӑр ӗҫлеҫҫӗ, васкаҫҫӗ, ҫапах чӗре вырӑнта мар — хӗвелӗ те анать, ҫумӑрӗ те хупӑрласа килет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӳлте, вӑрман ҫинче, ҫап-ҫутӑ пӗчӗк парашют шуса анать.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта пырса перӗнет, кунта килсе тӗкӗнет, карти-хурине ҫӳп-ҫапран шӑлса тасатать, ту пуҫӗнчен шӑпӑрлӑх касса анать, пахчара чакаланать — колхоз ӗҫне ӑна пит чӗнсех кайман.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйӗн кӑкӑрӗ тимӗр лаҫҫинчи вӗркӗч пек хӑпара-хӑпара анать.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра Барака тӑрӑран шыв анать, вырӑна йӗпетет, урайне кӳлленчӗк пуҫтарӑнать, ниҫта выртса е ларса канма типӗ вырӑн юлмасть.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӑй илсе пырса аталанакан ҫӗршыв хуҫалӑхне аркатакан, терт-нуша кӳрекен, миллион-миллион айӑпсӑр ҫынна леш тӗнчене ӑсатакан вӑрҫӑ совет халӑхӗ ҫине ҫӗртме уйӑхӗнче йӑтӑнса анать.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Авӑ ҫулпа велосипед ҫине утланнӑ арҫын анать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кӑшт пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах, пӗчӗккисем амӑшӗ патне васканӑ пек, пӗрремӗш хута чупса анать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫийӗмри ҫи-пуҫ ҫӗтӗлсе-татӑлса анать кӗҫех.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Халех аяла анать те кирлӗ ҫӗре пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хирӗҫ тимӗр пусмапа «Палан» юрӑ кӗввине ӗнерлесе виҫ кӗтеслӗ тутӑрне каялла туртса ҫыхнӑ, кӑвак комбинезонӑн малти пӗчӗк кӗсйине утмӑлтурат ҫеҫки чикнӗ чӑп-чӑмӑр ҫан-ҫурӑмлӑ, ҫаврака кӑкӑрлӑ хӗр анать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Обюй-фьордӑн шалти пайӗн ҫӳллӗшӗнче 171 уес ҫулӗ анӑҫалла анать, Кунгсхамн енне каять.

На высоте внутренней части Обюй-фьорда уездная дорога 171 снижается к западу и Кунгсхамну.

Люсечиль коммуна // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... %BD%D0%B0)

Хӑнт та ҫук ҫӳрет Иван, Ун апат анать аван.

Куҫарса пулӑш

Ик ураллӑ упа // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 53–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех