Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пысӑкскерсем, шыва май вӗсем пит сулмаклӑн анатчӗҫ, тытса чарма май килмерӗ.
20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫак самантра ҫӳлти урамран Мясниковпа Кантрак Евленӗ тата Кӗпӗрьянпа Трихвӑн анатчӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Эпӗ Гарлей Рупорпа ҫыхланнӑ тапхӑрта (вӑл ултӑ ҫул каялла витӗрех пӑшал етри тухнипе ишсе кайрӗ) кунашкалли пачах та ҫукчӗ: кӑмӑлӗ килсен кашниех трюма аннӑ, унта, ас тӑватӑп, фермерсен вун-вун вӑкӑрӗ тӑратчӗ; анатчӗҫ те кирек хӑш выльӑха та револьверпа шаплаттаратчӗҫ, хӑйсене килӗшекен татӑка каса-каса илетчӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Галкина тенӗ хӗрарӑм ҫамрӑк чухне оперӑра хористка пулнӑ, юрӑсене вӑл аванах хаклама пӗлнӗ, ҫакна пула час-часах унӑн сӗмсӗр куҫӗсенчен ӗҫкӗпе тата нумай ҫинипе тӑртанса кӑвакарнӑ питҫӑмартийӗсем ҫине вӗтӗ куҫҫулӗсем юхса анатчӗҫ, вӗсене вӑл питҫӑмарти тӑрӑх самӑр пӳрнисемпе сӑтӑрса антаратчӗ те, кайран пӳрнисене вараланчӑк тутӑрпа шӑлса типӗтетчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Сидоров чӑсӑлкаласа, иклетсе те ахлатса выртатчӗ, унӑн пуҫӗ ҫинчен мая ҫара ура тупанӗ ҫине хура юн тумламӗсем тумла-тумла анатчӗҫ, — анчах хӑранипе эпӗ ҫав юн тумланӑ ҫӗртен урана илме хӑймарӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах ҫакӑн пекки те пулкаласа илетчӗ: амӑшӗн урисем тайӑлса анатчӗҫ, кӑмака хӗрри ҫумне пырса ҫатлатса, вӑл ҫӑварне карса пӑрахса, чӗлхине пӗҫертсе янӑ пек, хыттӑн сывлатчӗ те вара пӗҫертекен сӑмахсем сиксе вӗресе тӑратчӗҫ:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тепӗр чухне тата, чушкӑлла вылянӑ чух йӑлтах намӑс курса чуркӑна выляса ярсан, Кострома бакалей лавки патӗнчи сӗлӗ ларӗ хыҫне пытанчӗ, унта кукленсе ларчӗ те, ним сассӑр макӑрса ячӗ, — ҫавӑнтан хӑрамалла пекех пулчӗ: вӑл шӑлӗсене хытӑ ҫыртса лартнӑччӗ, пит ҫӑмартинчи шӑммисем тухса кайнӑччӗ, шӑмӑллӑ пичӗ чулланса хытса кайнӑ пек туйӑнатчӗ, хура, салху куҫӗсенчен шултра куҫҫуль тумламӗсем юха-юха анатчӗҫ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Элентейпе Тухтар хӑма тиенӗ вӑрӑмккапа урампа анатчӗҫ.Элендей с Тухтаром ехали по улице с нагруженной досками долгушей.
XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӗсен умне Шипунӑна е Свистӑна кӑларса кӑтартсанах, вӗсем мачта тӑррине вӑшт ҫеҫ вирхӗнсе улӑхса каятчӗҫ те ним те хӑрамалли ҫук пулсан тин унтан анатчӗҫ вара.
Теплоход ҫинчи зоопарк // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Кӑштах пуҫ ҫине йӑтӑнса анатчӗҫ.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Манӑн пушка тӗл пенӗрен тӑшман самолёчӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри пере-пере анатчӗҫ.Моя пушка бьёт без промаха, и подбитые самолёты противника один за другим врезаются в землю.
Хӑрушсӑрлӑх вӗрентӗвӗ // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 6 с.
Эпӗ ҫав зонта качака тирӗсенчен ҫӑмне тулалла тавӑрса турӑм: ҫумӑр тумламӗсем ҫӑм тӑрӑх пӳрт тӑрри ҫинчен шыв юхса аннӑ пекех юхса анатчӗҫ.Я обтянул зонт козьими шкурами мехом наружу: дождевая вода стекала по меху, как по наклонной крыше.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Чӑн та, ун патнелле ҫынсем пыратчӗҫ, вӗсем айлӑмалла анатчӗҫ пулмалла, ҫыранран шӑпах вӑл пытанса тӑнӑ шӑтӑк тӗлнелле хӑйӑр юхса анчӗ.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кӗтӳҫ пӳрчӗ ларакан сӑртран черкессем анатчӗҫ, вӗсем таркӑна чарӑнма хушса кӑшкӑрашрӗҫ.
II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кашкӑрсем ирхи апат шыраса туран анатчӗҫ пулмалла.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ырра пулсан, ҫав кун чӑх ӗҫмелӗх шыв пуҫтарӑнмалла иккен, анчах эпӗ ҫуралнӑ ҫул, анне каласа панӑ тӑрӑх, чӑх ӗҫмелӗх шыв мар, ҫерҫисем те вӗҫсе пынӑ ҫӗртех шак хытса ҫӗре персе анатчӗҫ тет, ҫӗр ҫӑтасшӗ!
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӑнлавӗсем айӗн унӑн хӗрлӗ бакенбардӑсем анатчӗҫ, шурӑ сӑмси вӑрӑмччӗ, доктор майлӑ та мар ӗнтӗ, циркри хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫын евӗрлӗ, сӑнарӗ те ырӑ кӑмӑллӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1