Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анассине (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ирхине ирех тухать, анассине час анмасть, шӑп кӑнтӑрла вӑл ҫӳлте тӑрать.

Рано появляется оно по утрам и поздно заходит; высоко стоит оно над землей в полдень.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Тӑшман Атӑл тӑрӑх хӑй анассине кӗтмелле мар-и, хисеплӗ улу карачи? — йӗкӗлтесшӗн пулчӗ Сафа-Гирей.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утсем малалла анаталла анассине сиссе ямшӑксем хистемесӗрех хытӑрах кайма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпӗ ҫапла шутлатӑп, — терӗ вӑл юлашкинчен, — эсир, капитан Гокинс, ҫыран хӗррине анассине хирӗҫ пымастӑр пулӗ, тесе шутлатӑн.

— Я полаю… — сказал он наконец, — я полагаю, капитан Хокинс, что вы были бы не прочь высадиться на берег.

XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Произведенире автор шарти сывлӑша сивӗтсе е ӑшӑтса вӑл анассине е хӑпарассине йӗркелесе пыма пулать тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен кӗскен // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Чӗрӗп пекех хутланса Поля тӑшман бомби шӑхӑрса уласа анассине, вут ялкӑшса каяссине кӗтсе ларнӑ.

И, всем телом сжавшись, ждала она того страшного завывания, гула и огненного плеска, который должен сейчас возникнуть.

6. Хӗр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Центртан, вӑл тупикрен тухасса кӗтмесӗрех, ун ҫине урӑх ӗҫсем тиенӗ, вӗсене пурнӑҫласси ҫав малтанхи ӗҫсене пурнӑҫланинчен килнӗ; паян мар-тӑк ыран ун хулпуҫҫийӗ ҫине татах темӗнле виҫҫӗмӗш, пиллӗкмӗш, вунсаккӑрмӗш проблемӑсем татӑлса анассине тата вӗсене пурнӑҫласси иккӗмӗш, тӑваттӑмӗш, вунҫиччӗмӗш проблемӑсенчен килнине вӑл опыт тӑрӑх пӗлнӗ, тата ҫав проблемӑсене кая хӑварма та, хӑйсӗр пуҫне, кама та пулин урӑх ҫынна шанса пама та май пулман; ҫакна вӑл лайӑх ӑнланнӑ.

Из центра, не ожидая, пока он выйдет из тупика, уже взваливали на него другие дела, решение которых зависело от решения первых (еще не решенных), и он по опыту знал, что не сегодня завтра на его плечи свалятся еще какие-то третьи, пятые, восемнадцатые проблемы, зависящие от проблем вторых, четвертых и семнадцатых, и понимал, что ни отдалить их, ни взвалить на кого-нибудь другого он не имеет права.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Тепӗр минутранах Катя сывӑ пулас ҫуккине ним туймасӑр юр ҫине тӗшӗрӗлсе анассине ҫынсем туйсах тӑчӗҫ.

Люди видели, что еще мгновение — и не станет Кати, рухнет она на снег безжизненным телом.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Апат анассине лайӑхлатма.

Для улучшения аппетита.

Ҫирӗк йӗкелне типӗтеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех