Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

амӑшӗшӗн (тĕпĕ: амӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗшӗн тунсӑхлакан ача пур хӗрарӑма та йышӑнма пултарасса, ӑна хӑвӑрт хӑнӑхасса шаннӑ-ӗненнӗ Михаҫ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Мӗншӗн ман Терентьевшӑн хыпса-ҫунмалла, унӑн амӑшӗшӗн, е Архиповшӑн?..

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ачисем ҫӗршывшӑн усӑллӑ пулса тӑнӑ, анчах тӑван амӑшӗшӗн усӑллах мар?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыва кирлӗ те усӑллӑ… // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/260

Ачисем йӗркеллӗ ҫынсем пулни - телей амӑшӗшӗн.

То, что дети выросли в порядочных людей — счастье для матери.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Сапла ирсӗрленсе, Тихӑн, хӑй шучӗпе, амӑшӗшӗн те, хӑйӗншӗн те тавӑрать.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ашшӗпе амӑшӗшӗн, аслашшӗшӗн, Пинершӗн тата вуншар ҫын куҫҫулӗшӗн путсӗр Хунчар йӑхне тавӑрман-ҫке вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юратнӑ кинӗ ҫапла тӑруках пӑрахса тухса кайни Павӑл амӑшӗшӗн те ҫу кунӗнче кӗрхи хура тӑм ӳкнӗ пекех пулчӗ; самай сулхӑнланса, аптӑравпа касӑлса, ҫакӑншӑн ывӑлне хӑйне айӑп туса, ӑна сӑмаха яланах пуҫ тавра ҫавӑрттарса, виҫеллӗ, вырӑнлӑ сыпӑнтармалли ҫинчен аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫавӑнпа та вӑл мӑшӑр тума юратнӑ, ӗмӗтри хӗр тупӑнсан хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, амӑшӗшӗн те улми йӑтӑнсах пулнипе халь-халь хуҫӑлса-чӗрӗлсе ӳкесрен тӗкӗ панӑ улмуҫҫи туратти пекех савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Амӑшӗшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ хӗрача кашни пушӑ самантрах ун патне чупса пычӗ, хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен, фермӑри ӗҫсем пирки каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗрӗпех чирлисене йышӑнакан пӳлӗмре ирттерчӗ Лена, амӑшӗшӗн ниҫта кайса кӗрейми ҫунчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Мӗнех уншӑн, Аслӑ Пурнӑҫ Амӑшӗшӗн, пӗр ҫын, паллӑ мар чӑваш музыкҫи, чӗрипе ҫунса асапланни, пурнӑҫ чӑнлӑхне пӗтӗм чун хавалӗпе шырани?

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ Санюкӑн кӗске ҫырӑвӗсенче Людмилӑпа амӑшӗшӗн!

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Лиза амӑшӗшӗн питӗ тунсӑхлать.

— Лиза очень скучает по матери.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Паллӑ, амӑшӗшӗн кура тӑран ҫын ҫеҫ мар ку арҫын, тем тесен те, унӑн тахҫанхи ерӗшки.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унӑн кашни сӑмахӗпе хусканӑвӗнче хӑйне амӑшӗшӗн парнене кӳнипе тата имение ҫӑлса хӑварнипе мухтанни, унашкалли нимӗн те туман ытти ҫынсем ҫине йӗрӗнсе пӑхни палӑрать.

В каждом слове и движении его выражалась гордость, основанная на сознании того, что он пожертвовал собой для матери и выкупил имение, и презрение к другим за то, что они ничего подобного не сделали.

ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

1887 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ лару-тӑру Володьӑшӑн та, амӑшӗшӗн те, Сашӑпа Петербургра час-часах тӗл пулакан, унпа туслӑ пурӑнакан Аньӑшӑн та янкӑр кун аҫа ҫапнӑ пекех килсе тухать.

То, что случилось в Петербурге 1 марта 1887 года, для Володи, для мамы, даже для Ани, которая особенно с Сашей дружила, постоянно в Петербурге с ним виделась, — то, что случилось, было для всех как гром среди ясного неба.

Мартӑн пӗрремӗшӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Амӑшӗшӗн, паллах, Любӑна Германие яма питӗ йывӑр пулнӑ, икӗ ывӑлӗпе, Павел Трофимовича аса илтерекенскерсемпе, сывпуллашма тата та йывӑртарах пулнӑ.

Тяжко было матери отпускать в неметчину Любу, ещё тяжелее — прощаться с двумя сынами, так напоминавшими ей покойного Павла Трофимовича.

145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.

Серёжа ҫывӑрса каять, хӑй шухӑшлать: акӑ ӗнтӗ Коростелев Леньӑпа амӑшӗшӗн ҫеҫ мар, уншӑн та, Серёжӑшӑн, ҫывӑхрах пула пуҫларӗ.

Сережа засыпает, довольный, что не все Лене да маме, — вот и ему что-то перепало от Коростелева…

Канӑҫсӑрлӑх // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Вӑл ӗнтӗ халь гварди младши лейтенанчӗ Черныш, амӑшӗшӗн ҫӗнӗ, урӑхла ҫын.

Ведь он теперь гвардии младший лейтенант Черныш, неведомый матери.

XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Петр арӑмӗ ҫине пӑхмасӑр, анчах амӑшӗшӗн хӗрне те намӑс пулнине ӑнланса, хуллен мӑкӑртатса илчӗ:

Не глядя на жену, но понимая, что ей стыдно за мать, он пробормотал:

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех