Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аманманнине (тĕпĕ: аман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аманманнине ӗненсе лӑплансан, пӳрт ӑшчиккинчи япаласене сӑнама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ҫӗкленчӗ, хӑй сыввине, аманманнине ҫирӗплетрӗ те — вӗсем малалла хускалчӗҫ.

Он встал, убежденный, что остался цел и невредим, и они пошли дальше.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Амӑшӗ ӑна курӑк ҫине лартса вӑл аманнипе аманманнине пӗличченех нумайччен аллипе хыпашласа пӑхнӑ.

Мать посадила его на траву и долго ощупывала и осматривала, пока не убедилась, что он цел и невредим.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Кӗтӳри ехусем калама ҫук ҫиленсе ҫитнӗ, анчах ҫамрӑк еху тӗрӗс-тӗкеллипе нимӗн те аманманнине тата турӑ лаша манпа юнашар тӑнине курсан, вӗсем пирӗн пата пыма хӑяймарӗҫ.

Все они были чрезвычайно разъярены, но, увидев, что детеныш цел и невредим, а гнедой подле меня, не посмели подойти к нам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хам вӑр-вар сиксе тӑтӑм; эпӗ ӳкнӗшӗн, ҫак ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем хӑраса кайнине курса, шлепкене алла тытрӑм та (эпӗ ӑна йӑласене тӗплӗ вӗреннӗ ҫынсем тунӑ пек хул хушшине тытнӑччӗ) пуҫ ҫинче сулласа, хам нимӗн те аманманнине кӑтартас тесе, виҫӗ хут «урра» кӑшкӑрса илтӗм.

Я тотчас же поднялся; увидя, что мое падение сильно встревожило этих добрых людей, я взял шляпу (которую, как подобает благовоспитанному человеку, держал подмышкой), помахал ею над головой и трижды прокричал «ура» в знак того, что все обошлось благополучно.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унтан вӑл, хӑй аманман-ши тесе пӑхма, куртка аркине ҫӗклерӗ, ниҫтан та аманманнине пӗлсен, ман ума чӗркуҫленсе ларчӗ, урасене ыталаса тытса, хӑйӗн чӗлхипе мана нумайччен темӗскер каласа ларчӗ.

Потом он приподнял даже полу своей куртки, чтобы посмотреть, не ранен ли он, и, убедившись, что остался цел и невредим, упал передо мной на колени, обнял мои ноги и долго толковал мне о чем-то на своем языке.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех