Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑраччӗ (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Акӑ, халь кӑна алӑраччӗ — пач! ҫухалчӗ!

— Ну вот, честное слово, сейчас держал в руках — и нету!

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Ял пирӗн алӑраччӗ ӗнтӗ.

Населенный пункт был уже в наших руках.

Геройла вилӗм // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Пепельница ҫак вӑхӑтра манӑн алӑраччӗ.

Пепельница была теперь у меня в руках.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ун пек пулас пулсан вӑл: «Мӗнпур ачасен, ҫав шутрах ман ачасен пурнӑҫӗпе вилӗмӗ те ҫынсен аллинче мар, турӑ аллинчӗ», тесе шутланӑ пулӗччӗ, вара: ачасем чирлессипе вилесси манӑн алӑраччӗ, анчах эпӗ вӗсене упраймарӑм, тесе асапланман та пулӗччӗ.

Она бы думала, что жизнь и смерть как всех людей, так и ее детей вне власти людей, а во власти только бога, и тогда бы она не мучалась тем, что в ее власти было предотвратить болезни и смерти детей, а она этого не сделала.

XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Мӗнле хӗҫ-пӑшалпа ҫапӑҫассине суйласа илесси манран килнӗ чухне унӑн пурӑнӑҫӗ те ман алӑраччӗ, хамшӑн пулсан нимӗнле хӑрушлӑх та ҫук пекехчӗ: эпӗ ҫапах та пеме килӗшмерӗм, эпӗ ӑна, шеллесе, перессинчен пӑрӑнтӑм теме те пултарӑттӑм, анчах суяс килмест.

Вы согласитесь, что, имея право выбрать оружие, жизнь его была в моих руках, а моя почти безопасна: я мог бы приписать умеренность мою одному великодушию, но не хочу лгать.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех