Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑпах (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗмӗл тӗслӗ ҫамрӑк пулӑсем ҫиелтех ишсе ҫӳренӗ; Маринка вӗсене алӑпах тытма хӑтланнӑ, темиҫе ,хутчен те кимӗ урлӑ пӗшкӗне-пӗшкӗне илнӗ, анчах чее пулӑсем тыттарман.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Нӳхрепе кӗнисем те пушӑ алӑпах тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ акӑ, ыратсан та, сылтӑм алӑпах ҫыратӑп, анчах пӳрнесем питех итлесшӗн мар.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫатма ҫинчи сивӗ ҫӗрулми турамне алӑпах илсе чӑмларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Каччӑ хӗре икӗ алӑпах ҫупӑрласа хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Алӑпах ӗлкӗрӗп тесе шутламалли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Анчах кӑмӑлне килӗшекенни тупӑнмарӗ те, пушӑ алӑпах килне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Таранов та инҫе ҫула пушӑ алӑпах тухманччӗ — сӗтел ҫине кӑлпассипе пулӑ кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна алӑпах урлӑ-пирлӗ хуҫса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Пуш алӑпах каялла таврӑнмалла-и. Ҫу-ук.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах вӗсене эпир хамӑр алӑпах темиҫе пин туса хатӗрленӗ вӗт-ха!

Но ведь мы успели сделать их тысячи, своими руками!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑтӑр тенкине вара хам алӑпах кӑларса патӑм.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Тӑваттӑмӗшӗнче пуш алӑпах яла таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Те калаҫайнӑ вара хӑй, анчах килне пуш алӑпах тавраннӑ.

И то ли сумел изложить свою просьбу, то ли нет, но вернулся в дом ни с чем.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах тулла машинӑпа мар, алӑпах вырас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кунта та хӑрах алӑпах тытма пулать,— ун хӑлхи патне пӗшкӗнчӗ Анушка.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Зейнаб хӑйӗн умӗнчи юра ҫара алӑпах сирчӗ те калча патне пӗшкӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Санпа калаҫса тӑрсан, эпӗ пушӑ алӑпах тӑрса юлӑп тата.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вӗсен асав шӑлӗсене алӑпах тӑпӑлтарса кӑларӑттӑм та — пирус купи пек кӗлти-кӗлтипе сӗтӗрӗттӗм.

— Я вырывал бы руками клыки и таскал бы целые снопы их, как пачку папирос.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Ҫӗҫӗ вӑл кӗреҫе мар, тӑпрана та алӑпах авӑсмалла тата, ҫавӑнпа самаях тӑрмашма тиврӗ пӗҫ кӑкӗ таран шӑтӑк чавиччен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех