Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑкӗсене (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капиталлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ хыҫҫӑн ҫавӑн пекех татах тепӗр культура учрежденийӗ те Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӑйӗн алӑкӗсене уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Ҫӗрле юр тӑманӗ ахӑрашса тулашса иртет те, ирхине, ҫанталӑк лӑплансан, ҫенӗк алӑкӗсене аран-аран уҫкаласа картишне тухаҫҫӗ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лампине вӗрсе сӳнтерчӗ, алӑкӗсене питӗрме манмарӗ, лупасайӗнчи ҫунашкине сӗтӗрсе, пахча витӗр ҫырманалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Директор патӗнчен тухсан Татьяна шкулпа паллашрӗ — классен алӑкӗсене уҫа-уҫа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫав вӑхӑтра ҫынсем репродуктор патне пуҫтарӑнаҫҫӗ, шоферсем, автосамосвалсене чарса, кабина алӑкӗсене уҫса итлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Алӑкӗсене сарӑпа та кӑвакпа сӑрланӑ, решеткипе — хӑмӑрпа.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Октябрӗн 19-мӗшӗнче Комсомольски ялӗнче тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн тӗп библиотека хӑйӗн алӑкӗсене вулакансемшӗн, округра пурӑнакансемшӗн яри уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Этнобиблиотека ӗҫлеме пикенчӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/10/20/%d1%8d%d1%8 ... %87%d3%97/

Алӑкӗсене, чӳрече блокӗсене, урайне, батарейсене, электро-, шыв тытӑмӗсене улӑштарӗҫ.

Двери, оконные блоки, пол, батареи, системы электро- и водоснабжения.

Республикӑри 19 почта уйрӑмне юсӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36155.html

Ҫав вӑхӑтра тискер чӗрчунсене фургонри пончиксен шӑрши илӗртнӗ: унӑн водителӗ автомобиль алӑкӗсене хупма манса ҫывӑхри лавккана кайнӑ пулнӑ.

В этот момент хищников привлек запах пончиков в фургоне, водитель которого забыл закрыть дверцы автомобиля и отправился в ближайший магазин.

Аляскӑри упасем фургонри пончикпа 20 минут хӑналаннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36072.html

Икӗ хӗр-официантка, Любӑпа Тося, пушӑ столовӑйӗнче сӗтелсене кӗмсӗртеттерсе шутараҫҫӗ, вараланнӑрах халатсем тӑхӑннӑ, пиҫиххи вырӑнне марлӗ пӗтӗрсе ҫыхнӑ самӑр санитаркӑсем корпуссен алӑкӗсене питӗрме хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Миҫе алӑк-ши кунта?» — тесе, алӑкӗсене виҫҫӗ сурӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӗсем ытти япаласене хӗстерсех лартнӑ, тейӗн: ҫак кӗтесри трельяж сунтӑхӗсене туртса кӑларас е алӑкӗсене уҫас тесен, краватьсенчен пӗрин пуҫне кӑштах шутармалла.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Нумаях пулмасть шефа илнӗ Запорожье облаҫӗнчи Бердянск тӑрӑхӗнчен 300 ача валли «Звездный» кану вырӑнӗ алӑкӗсене уҫать.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-BNGaYHsfio

Вӑл пӗрремӗш хут алӑкӗсене уҫнӑранпа чӳк уйӑхӗнче шӑп 65 ҫул пулать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Кунта, хваттерте те, пулма кирлӗ-ха сан ун пекки, — Салтаванов зала кӗрсе шифоньер хыҫӗнчи кравать ҫинче мӗн пуррине тӗрӗслерӗ, йӑпӑртлӑха балкон ҫине тухрӗ, ваннӑпа туалет алӑкӗсене уҫа-уҫа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑҫал пӗлӳ паракан пилӗк ҫурт ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тӗп юсав хыҫҫӑн алӑкӗсене уҫмаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрисем алӑк уҫаҫҫӗ, теприсем... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60661

Шупашкарта «Хӗвеллӗ», Ҫӗнӗ Шупашкарта 9-мӗш микрорайонсенче тата Кӳкеҫре пӗлӳ ҫурчӗсем 2024-мӗш ҫул вӗҫӗнче алӑкӗсене уҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ҫӗкленеҫҫӗ, тӗпрен юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60697

Тарӑхсан-ҫилленсен карчӑксем те ҫивӗч иккен: Мавра кинеми пӳртне ҫенӗк алӑкӗсене чӑрнт! та чарӑнт! уҫа-уҫа хупать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пурте алӑкӗсене хупса лартрӗҫ, кӗле ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Апла пулин те ҫак учреждени хуҫи, хӑйне хӑй ӗҫӗнче сӳс тӳсе сӳсленнисен, ҫӗр чавса чӑмланнисен, ҫӳп-ҫап пухса лаштанккаланнисен ретӗнче картса, шӑмми-шаккине шалтан «ӑшши парса» вӗрилетме, ленчетме, лӑш пама шутларӗ: кӗтесри тӑпӑл-тӑпӑл шкап патне тӑнкӑл-танкӑл пычӗ те алӑкӗсене уҫрӗ, ҫӳлти сентри ҫинчен «Спирт» тесе ҫырнӑ виҫ литр кӗрекен банка тата икҫӗр грамм кӗрекен пуш стакан илчӗ, банкӑри шӗвеке стакана чӑп тулли тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех