Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑкӗнчен (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче вара, ҫур ҫӗр иртсен, питӗрмен пӳрт алӑкӗнчен вӗсем патне палламан ҫын пырса кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Клуб алӑкӗнчен каярах юлса кӗрекенсем те пулчӗҫ, Сантӑркка кая юлса та пулин килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑштах пӗшкӗнсе, мунча алӑкӗнчен ҫенӗке тухасшӑнччӗ ҫеҫ — кӗтмен ҫӗртен темле ӑнланмалла мар сасӑ илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ансӑр сукмакпа Кулюккасен пахчи вӗҫне ҫитрӗҫ, пахча алӑкӗнчен кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхине темле хура сухаллӑ ҫын, ҫырма урлӑ каҫса, Кулюккан пахчи алӑкӗнчен кӗнине курса юлнӑччӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Завьялов ҫак ҫуртӑн хӑмаран ҫапса тунӑ алӑкӗнчен шаккарӗ те итлесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапах та вӑл кабинет алӑкӗнчен шаккаса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Культ вӑл — «сывӑ пултӑр пирӗн генилле ҫул-пуҫ тата учитель» тесе кӑшкӑрни тата ҫӗрле айӑпсӑр ҫынсем пурӑнакан ҫуртсен алӑкӗнчен пырса шаккани кӑна мар, тесе шутламастӑн-им эсӗ, Завьялов?

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнтах тормозсем йынӑшса илчӗҫ, машинӑн уҫӑлнӑ алӑкӗнчен Завьялов еннелле чи хаяр сӑмахсем сирпӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Манӑн сире кӑштах кӳрентерме тивет, — ытлашширех хаваслӑн каларӗ Завьялова Коростылева вӑл иллюстраци пайӗн алӑкӗнчен кӗнӗ-кӗмен.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьяловпа унӑн юлташӗсем ларса килнӗ машина чарӑнса тӑчӗ, вара Симонюк, пуҫне кабина алӑкӗнчен кӑларса, хыттӑн кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Яри уҫӑ спортзал алӑкӗнчен коридорпа чупса каякансен ури сассисем илтӗнме пӑрахсан та вӑрахчен тӑмарӗ Кирилл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Андрон Андрейч Андронов, хӑйне никам та кӗтсе илес ҫуккине пӗлсе, тӳрех станци ҫуртне кӗчӗ те, унта кӑткӑ пек йӑшӑлтатакан ҫынсем хушшипе хӗсӗнкелесе, тепӗр алӑкӗнчен урам енне тухса, картлашкасем тӑрӑх анма васкамасӑр чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Э, ирхине-ҫке, ҫенӗкрен тухнӑ чух, пилӗк ҫӳллӗш карлӑкпа ҫеҫ уйрӑлса тӑракан кӳршӗ алӑкӗнчен кӗрсе ҫухалнӑ шурӑ кӗлетке вӑркӑштарса хӑварчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Верук кӗрсе кайрӗ крыльца алӑкӗнчен!

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Шашулкка сассине илтрӗ, хӗр крыльца алӑкӗнчен кӗрсе кайнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Часах эпир, Григориупа иксӗмӗр, Кудряшовпа сывпуллашрӑмӑр та металл шӑратса ҫыпӑҫтаракан корпусӑн укӑлча хапхинчен те пысӑкрах алӑкӗнчен кӗрсе кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Туп-тулли халӑх! — терӗ те Брянцев кафе алӑкӗнчен шалалла пӑхса, вӑрӑммӑн шӑхӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Брянцев, кӑмӑллӑн кулкаласа, пурне те сывлӑх сунчӗ, кафе алӑкӗнчен шалалла пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ун алӑкӗнчен урама строительсен вӑрӑм черечӗ тӑсӑлса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех