Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллӑмпа (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Турӑ ҫырлахтӑр, атине хам аллӑмпа ҫӗлесе панӑ енчӗк.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ аллӑмпа пуҫа ҫавӑрса тытрӑм:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аппа кушака асӑрхануллӑн ҫӗклерӗ те ҫепӗҫҫӗн ытамласа ҫупӑрларӗ, унтан: «Ка-а-атя! Ка-а-атя! Ка-а-атя!» — тесе, ачашлама пуҫларӗ, мана та черченкӗ аллӑмпа ҫурӑмӗнчен пӗр-ик хут ачаш туса илме ирӗк пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Эпӗ пӗр супка йӑмӑх хӗвел ҫиҫкӗнне аллӑмпа картласа, куҫӑма вӑйратса тавралӑха ӑвӑнсах сӑнарӑм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пӗр-пӗрин патне пите-питенех тӑрасла ҫывхарсан, куклентӗм те, кушӑрканӑ аллӑмпа кӑштӑрка ҫӑмӗ май шӑла-шӑла, кӑмӑлне тӳлек те тату кӳрсе, анчӑка пуҫӗнчен те ҫурӑмӗнчен ырхаҫлӑн ачашла пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Ҫак аллӑмпа лаша чӗлпӗрне ярса тытнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хам аллӑмпа хам пӑвса пӑрахатӑп.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Басурмансем ман чӗрене витернӗ, хам аллӑмпа ҫав йывӑҫран туртса ҫакатӑп.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паллӑ марлӑха тӗпченӗ самантсенче ӑсри сӑнарлав мӗн тусан мӗн килсе тухассине пӗлме хыпаланнине ӑнланмалла ӗнтӗ, ҫакна кура, аллӑмпа тӗлленӗскер, унӑн тӗртме хатӗр куҫӑмне чарса лартрӑм та кӗтмен шухӑшпа аптӑраса иккӗленетӗп: ҫуртра пӗтӗм ҫӗрте халхав хуҫаланмасть-и, шӑнкӑрав хӑлхана ҫурасла янӑраса каймасть-и?

Совершенно естественно, что в моменты действия с неизвестным воображение торопится предугадать результат, и я, уже нацелив палец, остановил его тыкающее движение, внезапно подумав: не раздастся ли тревога по всему дому, не загремит ли оглушительный звон?

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ пӑхрӑм та хамӑн сулахай аллӑмпа пысӑк чул катӑкне чӑмӑртаса тытса тӑнине курсан, хам та тӗлӗнсе вӑтаннӑ пек пултӑм.

Я посмотрел и смутился, увидав, что в левой руке у меня крепко зажат большой осколок серого камня.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

«Эпӗ пулсан, хам йӑмӑкӑма, Анютӑна, ҫав тери намӑс кӑтартиччен, луччӗ хам аллӑмпа хам пӑвса пӑрахӑттӑм…

«Да я бы мою сестру Анютку лучше своими руками удавил, чем отдать на такой позор…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эпӗ чӗркуҫленсе ларса король майри урине чуптуса илме ирӗк ыйтрӑм, анчах король майри мана хӑйӗн кача пӳрнине ырлӑх сунса тӑсса парсан, эпӗ ӑна икӗ аллӑмпа ыталаса илтӗм те пит хисеплесе тута патне илсе пытӑм.

Я упал на колени и попросил позволения поцеловать ногу ее величества, но королева милостиво протянула мне мизинец, который я обнял обеими руками и с глубоким почтением поднес к губам.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ, икӗ аллӑмпа та грот-мачтӑна, чылай хулӑмскер, кашни мускула хытарса, ярса тытрӑм.

Я обхватил руками грот-мачту, которая была достаточно толста, и ждал, напрягая каждый мускул.

XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Хама хам мӗн пулассине манса кайсах упан сарлака ҫурӑмӗ ҫине хӑпарса лартӑм та, пӗр аллӑмпа упан лапсӑркка ҫӑмлӑ тирӗнчен ҫатӑртаттарса ярса тытрӑм, тепӗр аллӑмпа упан вӗри ҫӑварне чиксе ярса мӗнпур вӑйран аяккинелле туртма пуҫларӑм.

Не помня себя, вскочил на медведя, уселся на него, одной рукой вцепился в мохнатую шкуру, а другую просунул в горячую медвежью пасть и стал изо всех сил рвать медвежью щёку.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Тепӗр аллӑмпа эпӗ карлӑкран тытрӑм.

А я другой рукой за перила.

Эпир пионерсем патне кайрӑмӑр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Малтанхи кун «тӑснӑ алӑпа» ҫуршар пӑт пилӗк минут йӑтса тӑратӑп, тепӗр кун ҫирӗм пӗр кӗрепенкӗ, виҫҫӗмӗш кун ҫирӗм икӗ кӗрепенкӗ, малалла та ҫакнашкал, ҫапла майпа юлашкинчен кашни алӑра тӑватшар пӑт йӑтса тӑма пуҫлатӑп, кил-ҫуртри тарҫӑ-тӗрҫӗсем хушшинче манран вӑйли пулмасть; вара кам та пулин кӗтмен ҫӗртен мана кӳрентерме шут тытсан е пике ҫинчен сума сумасӑр калаҫсан, эпӗ ӑна ҫапла, ахаль кӑна, кӑкӑрӗнчен ҫинҫе саслӑ, вӗрсе каламалли «пускачаллӑ» музыка инструменчӗ ярса тытатӑн, хӑрах аллӑмпа икӗ аршӑна яхӑн ҫӗклетӗп, вара хам вӑя туйтарма кӑна тытса тӑратӑп та яратӑп; анчах, сӑмах май каласан, ку та лайӑх мар; ҫук, ним те мар, эпӗ ӑна усал тумастӑп вӗт, хам вӑя кӑна…»

Первый день буду держать по полпуда «вытянутой рукой» пять минут, на другой день двадцать один фунт, на третий день двадцать два фунта и так далее, так что, наконец, по четыре пуда в каждой руке, и так, что буду сильнее всех в дворне, и когда вдруг кто-нибудь вздумает оскорбить меня или станет отзываться непочтительно об ней, я возьму его так, просто, за грудь, подниму аршина на два от земли одной рукой и только подержу, чтоб чувствовал мою силу, и оставлю; но, впрочем, и это нехорошо; нет, ничего, ведь я ему зла не сделаю, а только докажу, что я…»

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Мӗне кирлӗ ки-и-и-и-илме, — терӗм эпӗ те карӑнкаласа, Кайданов кӗнекине, икӗ аллӑмпа тытнӑскере, пуҫ тӗлӗнче сулкаласа.

— И охота ему хо-о-о-о-дить, — сказал я, тоже потягиваясь и потрясая над головой книгу Кайданова, которую держал в обеих руках.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ним тума та ҫук: эпӗ лутӑрканса пӗтнӗ хута чӗтрекен аллӑмпа кукамая тыттартӑм; анчах чӗлхем нимӗн чухлӗ те итлесшӗн пулмарӗ мана, вара пӗр чӗнмесӗр кукамай умне чарӑнса тӑтӑм.

Делать было нечего: дрожащей рукой подал я измятый роковой сверток; но голос совершенно отказался служить мне, и я молча остановился перед бабушкой.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хам аллӑмпа.

Собственноручно.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Хам аллӑмпа ӑна пуҫӗнчен тытса ыталасси, ӑна хам ҫуммарах ҫывхартасси, ӑна куҫҫуллӗ куҫӗнчен пӑхса, хамӑр хушӑра халиччен калаҫса татӑлман сӑмахсене ӑнланса та тавҫӑрса илесси йывӑр та мар ӗнтӗ.

Просто было взять ее голову своими ладонями, привлечь ее ближе к себе и, глядя в ее заплаканные глаза, увидеть и познать все, что было между нами недоговорено из-за молодой робости и слишком большой любви.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех