Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллу (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллу кӗске, шӑлусем ҫӗрсе пӗтнӗ!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Перекетлӗ пултӑр ӗнтӗ эсӗ панӑ укҫа, аллу ҫӑмӑл пултӑрччӗ, — сӑмаварӗ тавра чупкала пуҫларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑҫанччӗ-ха, «Сан аллу ҫӑмӑл, эс пуҫӑнсан — ӗҫ уҫӑ пырать» тесе, Укахвие карчӑксем, ӗҫ ҫине тухсан, ҫурла хывтаратчӗҫ?..

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

«Аллу сан сикмен, — терӗҫ больницӑра, — чир шӑмӑ варрине, сӑсса, кайнӑ».

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чӑвашсен «Аллу хуҫӑлсан — алса ӑшне пытар» текен каларӑшӗ — унӑн чуннех кӗрсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Аллу та чӗп-чӗр юн-иҫ…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ташла, тимӗрҫӗ, аллу ҫыннӑнни пек мар сан, тем тума та, тем ӑсталама та пӗлекен, пурне те тӗлӗнтерекен алӑ — ташшу та ҫыннӑнни пек ҫеҫ мар пулмалла сан.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

«Ҫӗкле! Ҫӗкле хӑвӑртрах!», «Эпӗ ӗҫленине курса, ҫӑварна карсах хутӑна? Сварщика чикмекне куҫарса лартма пулӑш хӑть!», «Лашманов! Эсех-и ку, эс мар-и? Мӗн ҫак таранчченех пӗр ҫӗрте чакаланан? Халь те аллу чӗтреме пӑрахман-им санӑн?» — илтӗнет унӑн хытӑ кӑшкӑрса калаҫнипе тытӑннӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

– Мӗнле-ха эс вӑййа та юрлама тухатӑн, лашасемпе те ӑста, йывӑҫпа ӗҫлеме те хутшӑнатӑн, тем тума та аллу ҫӑмӑл сан?

– Как это у тебя получается? И поешь, и с лошадьми справляешься, и по дереву мастер, и во всем рука у тебя легкая.

Пур ӗҫе те ӑста // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/530

— Эс ҫырнӑ вӗт, аллу сан — тунса ан лар! — качча сиввӗн пӳлчӗ Вера.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Тӗрӗс тӗнӗн ҫирӗплӗхне ял ҫыннисем сан аллу витӗр курччӑр, — сӑмахне тӑсрӗ Иннокентий.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Сан аллу ҫав хутаҫа ҫитеет-и? — тет Шурик.

Куҫарса пулӑш

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Авалхи рыцарьсен урхамахӗсем какӑр сассине илтсенех ҫӗре кукалеме пикеннӗ евӗр, эсӗ халех хӑлхуна чанк тӑратрӑн, ав, аллу кӑранташ патнелле туртӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Санӑн ӗнтӗ ҫак ӗҫе тума та аллу ҫӗкленчӗ-и?!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Аллу кукӑр санӑн, Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кала, Кӗркури, тӗрӗссине кала, аллу мӗнле ҫӗкленчӗ ҫав ҫын ҫине?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ним ӗҫ патне те аллу пымасть, — тетчӗ атте чӗркуҫҫипе хыҫалтан «лӑпкаса»…

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Аллу ҫӑмӑл пулакан-ха санӑн.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сан аллу ҫӑмӑл пулакан, Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ничево, тетӗп, аллу пур, куҫу курать — вӗренетӗн.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех