Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллипе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лидия Алексеевна пӗрре ассӑн сывларӗ, тепре сывламасӑр тӑнӑ, пукан ҫинчен сике-сике тӑнӑ, аллипе пӗрре ҫамкине, тепре кӑкӑрне тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Куҫа хупса кӗрхи ачаш уҫӑ ҫиле хирӗҫ тӑрсассӑн, эсӗ хӑвна такам пӗрремӗш хут чуптунине, пуҫӑнтан ачашласа ӑшӑ аллипе сӑтӑрнине, хӑлхунтан пӑшӑлтатса халиччен илтмен ӑшӑ сӑмахсем каланине аса илӗн…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Суйма пӗлместӗп ҫав, — аллипе юлхавлӑн сулса килӗшрӗ юлашкинчен Валентина.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Врачсен ҫемьи пысӑк-и? — кулса ярасран ҫӑварне аллипе хупласа ыйтрӗ Валентина.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Мӗн ятлӑ эсӗ, хӗрӗм? — ыйтрӗ вӑл, Светланӑна ватӑ аллипе хулпуҫҫинчен ачашшӑн тытса.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара председатель те, Гриша та кӗтмен япала килсе тухнӑ: Светлана сӗтел умӗнче ларакан тайӑнмалли пукан патне пырса тӑнӑ та, ӑна, кайри уринчен тытса, малтан сылтӑм аллипе, унтан сулахай аллипе ҫӗклесе кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Миша татах тем калатчӗ пуль, анчах чаплӑ сӑрӑ костюм тӑхӑннӑ тӗреклӗ Ванюк хуллен кӑна ура ҫине тӑчӗ те, Миша ҫӑварне хӑйӗн сарлака аллипе хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Калӑпӑр, Зина яланах кӑштах пӗшкӗнерех, пуҫа усса шухӑша кайнӑ евӗр утать, Маша вара яланах таҫта васкать, утнӑ майӑн йывӑр ҫивӗчӗсене сылтӑм аллипе каялла ывӑта-ывӑта пырать…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Ӗлкӗрӗн-ха, тусӑм, — аллипе ачашшӑн сирчӗ вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑл юриех шухӑша кайнӑ пек пулчӗ, вара аллипе сулчӗ те каларӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче «Галстук-лӗпӗш» мастер-класа хутшӑнакансем хӑйсем аллипе лӗпӗш галстукӗ тума пултарнӑ.

Сегодня в мастер-классе «Галстук-бабочка в подарок», прошедшем в Кистенли-Богдановском сельском доме культуры, участники сами смогли создать своими руками галстук-бабочку.

Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче "Галстук-лӗпӗш" ҫӗлеме вӗреннӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... nn-3640051

Вӗсенче кашнинчех художница ҫутҫанталӑк илемне, этем аллипе тӑвакан пурнӑҫ ырлӑхне витӗмлӗн сӑнласа парать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Халӗ те, кашни хӑй аллипе хӑй кӗнеке тытса вуланӑ саманара, ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен ҫӳлте тӑракан ҫын та чӑн-чӑн тарӑн шухӑшлӑ, чӑн-чӑн ӑста ҫырнӑ илемлӗ произведение пӗрре кӑна мар, темиҫе хут вуласа тухать; кӗнеке суять пулсан, ӑна шупка ҫырнӑ пулсан, вулакан ӑна ӗненмесен те е ҫиленсе пӑрахма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл мӗн машина куҫран ҫухаличченех аллипе сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Апуҫ ятлӑ ҫынна вӑл хӑй аллипе милицие тытса парасшӑн.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫапах та хӑй ҫырнӑ заметкине аллипе хупларӗ те именерех каларӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Венюк кӑшкӑрни Апуҫа килӗшмерӗ, унӑн ҫӑварне аллипе пырса хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Аллипе тӗртсех иккӗшне те пӗр харӑсах ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— А-ав! машина ҫинче ларса пырать, — терӗ Урине, аллипе машина кайнӑ ҫӗрелле кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ҫук пулсан туян, унсӑрӑн театра кӗрейместӗн, — лаплаттарса хучӗ Хӗлип, унтан аллипе ман еннелле тӑсса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех