Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

акмашкӑн (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юханшывсем хӗррине, сӑртсем ҫине, сӗм вӑрман варрине ҫынсем хӑйсен ялӗсене лартнӑ, тырпул акмашкӑн таврари вӑрмана касса ҫунтарса хӑртнӑ.

На берегах рек, на холмах, среди дремучей лесной чащи люди строили свои поселения, вырубая и выжигая вокруг леса под пашни.

Тайгара пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсен вир акмашкӑн хӑйсен уйне мотыгӑпа ӗҫлесе хатӗрлемелле.

Они должны вскопать свое поле, чтобы посеять просо.

Негр ялӗнчи кун // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫапах та ӗмӗт анине, Акмашкӑн шанчӑк сухаларӑм.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ятман хӑй те ӑна ытти колхозсенче акасшӑн мар-ха, Левентее вӑл ыйтсан та памарӗ, анчах хӑйӗн колхозӗнче ҫак сорта акмашкӑн хӑрама кирлӗ мар тесе шутлать, Зейнаб, ав, урӑх вӑрлӑх пирки калаҫмасть те, манӑн хам акса ӳстернӗ тулӑ пур, тет.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тыррине вырса кӗртмелле, ҫапса пуҫтармалла, ҫуртри те ӗлкӗрет, акмашкӑн та вӑхӑт ҫитет — кусем пӗтӗмпех аякри ӗҫсем-ха.

Надо хлеб сжать, обмолотить, посеять озимые…

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Райадминистрацин ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Тремасов пӗлтернӗ тӑрӑх - Елчӗк районӗнче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акмашкӑн паха вӑрлӑх тата им-ҫам ҫителӗклӗ хатӗрленӗ, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тӗлӗшпе те чӑрмав пулмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Кӑнтӑр енчен тиесе килнӗ дыня е арпус вӑррине илсе юлса тепӗр ҫул акмашкӑн кирлӗ мар.

Не следует оставлять и сеять семена привозных арбузов и дыни на следующий год.

Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№

«Победа» ООО директорӗ Николай Головин палӑртнӑ тӑрӑх - хуҫалӑх акмашкӑн вӑрлӑх ҫителӗклӗ хатӗрленӗ, вӑл 100 проценчӗпех кондицие тивӗҫтерет, сортсене ҫӗнетесси ҫинчен те манмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗксем тырпул тухӑҫне ӳстересшӗн // А.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех