Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акмасӑрах, вырмасӑрах ҫӑкӑр ҫиетӗп терӗ.
Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Акмасӑрах шӑтнӑ пулмалла вӑл тӗмӗсем, ҫавӑнпа ытла йышлӑ.
13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вут чулӗнчен тунӑ ӗҫ хатӗрӗсемпе вӗсем утӑ ҫулаҫҫӗ, кунти хирсенче акмасӑрах ҫитӗнекен хир сӗллине выраҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Никам акмасӑрах ӳсекен курӑксене нихӑҫан та плуг тӗкӗнсе курман.Никогда плуг не проходил по неизмеримым волнам диких растений.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Унта курӑк акмасӑрах ӳсет иккен.
Шӑрчӑк ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Алапа Велюшӗн картиш вырӑнӗнче пӗр пӗрчӗ акмасӑрах ыраш ӳссе сӗрӗшнӗ.На месте подворья у Велюша вымахала высокая рожь, хотя он не бросил в землю ни зернышка.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Акмасӑрах акнӑ пек ӳсет!..
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫӗр — тӑван анне акмасӑрах сая каять!
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Анчах алоэ курӑкӗнчен мӗнле те пулин апат хатӗрлеме пулнине пӗлмерӗм, ку сахӑр хӑмӑшӗнчен сахӑр тума ҫук иккен, мӗншӗн тесен вӑл хирте хӑй тӗллӗн, акмасӑрах ӳснӗ пирки унӑн сахӑр сӗткенӗ ҫук.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
22. Хуҫи ӑна каланӑ: «эй усал чура, ху каланӑ сӑмахпах айӑплам сана: эпӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын иккенне, хумасӑрах илнине, акмасӑрах вырнине пӗле тӑркач, 23. мӗншӗн-ха эсӗ ман кӗмӗле ӗҫе хывмарӑн — таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм» тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Виҫҫӗмӗшӗ пырса каланӑ: «хуҫамӑм! акӑ санӑн укҫу, эпӗ ӑна тутӑрпа чӗркесе усрарӑм, 21. мӗншӗн тесессӗн эпӗ санран хӑрарӑм: эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын, эсӗ хумасӑрах илетӗн, акмасӑрах выратӑн» тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1