Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

акасшӑн (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ман пӑрӑҫ шӑтса тухнӑ, паян-ыран помидор акасшӑн.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Ятман хӑй те ӑна ытти колхозсенче акасшӑн мар-ха, Левентее вӑл ыйтсан та памарӗ, анчах хӑйӗн колхозӗнче ҫак сорта акмашкӑн хӑрама кирлӗ мар тесе шутлать, Зейнаб, ав, урӑх вӑрлӑх пирки калаҫмасть те, манӑн хам акса ӳстернӗ тулӑ пур, тет.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Курӑка эпир кӑҫалах акасшӑн, унсӑрӑн пирӗн пусуҫаврӑнӑшӗ пӑсӑлса каять.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кур та савӑн, вӑрҫӑ вӑхӑчӗ тесе, вӑл кок-сагыз акасшӑн мар, райзо планне йышӑнасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ мӗн акасшӑн тӑшман пирӗн ҫӗр ҫине!

Вот что они хотят посеять на нашей земле.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӗвелҫаврӑнӑш акасшӑн иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Кӑҫал вӑл 700 гектар сухаласа акасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Унӑн вӑрлӑхне туса илсе хуҫалӑхра ытларах акасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӗсем ҫуртрисене 803 гектар акасшӑн.

Они хотят засеять 803 гектара яровых.

Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

320 пин гектар ҫурхи культурӑсем акасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Халӗ 7-8 гектар фуражлӑх та акасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех