Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑплать (тĕпĕ: айӑпла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Халӑх! — хӗрӳллӗн чӗнчӗ Макҫӑм, — илтрӗр-и, йӗксӗк пуҫӗ пире юмӑҫ карчӑкӑн кӗмӗлне ҫаратнӑ тесе айӑплать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Верукшӑн ҫаплах айӑплать иккен мана ял-йыш. Ӗмӗр тӑршшипех айӑплӗ, нихӑҫан та манмӗ», — тесе шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Анчах фельетоншӑн мӗншӗн мана айӑплать?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫак ҫынсене кам айӑплать? — Ахпӑлатпа пуп ҫине кӑтартса ыйтрӗ Пӑкачав.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тилӗрсе кайнӑ пуян, хӑй мунчине хӑех вут тӗрттерсе, Микулана вут кӑларнӑ тесе айӑплать, ӑна вутта пӑрахса ҫунтарма халӑха вӑскӑртать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Сергеех айӑплать вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куҫкӗретӗнех сӗмсӗрленет вӑл, ҫӑткӑнланать, айӑпсӑр ҫыннах айӑплать, тӳре-шара пурӗ пӗр ӑнах хӳтӗлет.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑл каллех пире айӑплать.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусанта тӗп кази ҫавӑ — вӑл айӑплать, вӑлах айӑпран хӑтарать, вӑлах вӗлерет, вӑлах вилӗмрен ҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ильмук пӑрахса кайнишӗн йӑлтах хӑйне айӑплать хӗр.

В том, что Ильмук покинул их дом, Ендебек винит только себя.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗлернӗшӗн усрав хӗрне Мана, пӗлетӗп, айӑплать».

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Асапланать Кавруҫ сӑлтавсӑр, Паян хӑйне халь айӑплать.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ак пӑхсах тӑр, вӑл ҫак пушаршӑн та мана айӑплать терӗм.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сире айӑплать!

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Инкек-мӗн пулсан мӑрса кама айӑплать тетӗн?

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ҫук, эп хам айӑплӑ. Ҫавӑн пек таса чуна юратмашкӑн ман туйӑм та, пӗлӳ те, ҫитеймест пулмалла», — тесе хӑйне хӑй айӑплать вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Калӑпӑр, пирӗн судья, Иван Федорович, вӑрӑсене айӑплать; ака Плюшихӑн хӳмине ҫӗмӗрнӗччӗ — вӑл ҫавсене судпа айӑпларӗ.

Скажем, наш судья, Иван Федорович, воров судит: вот у Плющихи забор сломали — он судил,

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кунти ехусем ӑна йӗрӗнтереҫҫӗ пулин те, вӑл вӗсене усал чӗреллӗ пулнишӗн гннейхсене (тискер вӗҫен кайӑксене) хаяр пулнишӗн е шӗвӗр чула хӑйӗн чӗрнине амантнӑшӑн айӑпланӑ евӗрлех айӑплать.

Он всегда гнушался еху, населяющих эту страну, но все же он не больше осуждал их за все их недостатки, чем гннэйх (хищную птицу) за ее жестокость или острый камень за то, что он повредил ему копыто.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Акӑ, — офицер еннелле тайӑлчӗ полковник, — господин начальник, господин Медникова айӑплать: эсир, господин Медников, Мускаври политикӑллӑ йӗрлевсен руководителӗ пулса, кунта вӑрттӑн ӗҫлекен большевиксем виҫӗ уйӑх ӗнтӗ… эсир итлетӗр-и!.. — полковникӑн пӳрни сывлӑшра вылянчӗ.

— Вот, — полковник поклонился в сторону офицера, — господин начальник обвиняет вас, господин Медников, что вы как руководитель политического сыска в Москве проморгали тот факт, что здешнее большевистское подполье уже три месяца… три месяца, вы слышите!.. — полковничий палец затрясся в воздухе, —

XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Хӑй ҫавӑн пек йывӑрлӑха лекнӗшӗн вӑл Гитлер пуҫ пулса тӑракан верховнӑй ставкӑна айӑплать.

В своих неудачах он винил и верховную ставку во главе с Гитлером.

XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех