Шырав
Шырав ĕçĕ:
айӑплассинчен (тĕпĕ: айӑпла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шавлашу пуҫланса кайрӗ, вӗренекен ачасен речӗсем пӑтрашӑнса кайрӗҫ, тахӑшӗ пӗри патша арӑмӗн портретне булкӑпа шаплаттарчӗ, пӗрремӗш класра вӗрнекенсем айӑплассинчен хӑрамасӑрах шавлама май килчӗ тесе хавасланса, кушак аҫисем евӗрлӗ уласа, качакасем пек мекеклесе кӑшкӑраша пуҫларӗҫ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пиччӗшӗпе танлаштарсан, вӑл ытларах тавҫӑракан ҫын пулнӑ, час-часах хӑрушӑ вӑйӑсем пуҫара-пуҫара янӑ, хӑйӗн ҫивчӗ ӑсне пула вара тепӗр чухне хӑйне айӑплассинчен хӑтӑлнӑ, ҫав вӑхӑтрах унӑн пиччӗшӗ Остап, ним ҫинчен те шухӑшлама пӗлмесӗр, хӑйӗн ҫийӗнчи тумтирне хывса пӑрахса урайне выртнӑ, пӗрре те каҫару ыйтман.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Хӑвна айӑплассинчен шикленнине куратӑп эпӗ…
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кунта пач та айӑплассинчен хӑрани марччӗ, паллах ӗнтӗ, тӳркӑмӑллӑхпа ӳкӗнӳ те марччӗ ку, шӑп та шай «куҫ пӑвни» хӑйччӗ, ҫитӗннисем тӑвакан ҫав тери мӑнаҫлӑ та тавҫӑрса пӗтерме ҫукла хӑтланусен умӗнчи тӗшмӗшле сехӗрленӳ евӗрскер, ютшӑнчӑк, тискер кайӑкла ҫын шаманӑн асамлӑ ҫаврашки умӗнче хисеплӗн чӗтӗресе тӑнӑ чухнехи пекскер.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Страницăсем:
- 1