Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑпласран (тĕпĕ: айӑпла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Анук хутне кӗме каяс вырӑнне вӑл хӑйне те айӑпласран хӑраса ларать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫырмасан, кайран хама хам айӑпласран хӑрарӑм, эсӗ ӗмӗрех мана киревсӗр ҫын тесе асӑнса пурӑнасран шиклентӗм…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Горячкин, пӗр хӑйне ҫеҫ айӑпласран хӑраса, ҫак тискер ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен кайран пӗтӗмпех каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ивановпа Алексеев вара, хӑйсене айӑпласран хӑраса, лесник виллине ҫырмана, тӑпра айне пытарнӑ, ҫулҫӑсемпе витсе хӑварнӑ, — терӗ судья.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑрӑ-хурах, чӑн та, вилсе кайнӑ пулсан, ку хыпар ял ҫине сарӑлса, тӳре-шарасен хӑлхине пырса кӗресрен, хӑйсене ҫын вӗлерекенсем тесе айӑпласран хӑрарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепри вырӑс ҫыннине вӗлернӗ те хӑйне айӑпласран тарса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумайӑшсем хӑйсене айӑпласран хӑраса патша хыпарҫисем ҫитессе кӗтме сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑншӑн тытса кайнӑ пулать те ӑна, вӑл вара айӑпласран хӑранипе тӗрмерен тухса тарнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах вӑрҫнӑшӑн пӗрре судпа айӑпланнӑ савнине ӗненмесрен, хӑйнех айӑпласран шикленсе Лена ӑна кашнинчех тархасланӑ, ӳкӗтленӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ку ҫӳревре мӗн пулни-иртни пурте ман ӑс-тӑнра пит тарӑн палӑрса пуҫа кӗрсе ларнӑ пирки, эпӗ ҫав событисем ҫинчен шур хута шанса ҫырса пӗлтернӗ чухне чи кирлине нимӗн те пӑрахса хӑвармарӑм, вак япаласем ҫинчен кичем ҫырать тесе айӑпласран хӑраса (кун пирки ҫӳревҫӗсене час-часах айӑплани ахаль мар пулӗ), ваккисене нумай кӑларса пӑрахрӑм.

Все, что случилось со мной во время этого путешествия, произвело такое глубокое впечатление на мой ум и так отчетливо удержалось в моей памяти, что, поверяя эти события бумаге, я не мог опустить ни одного существенного обстоятельства; тем не менее, после внимательного просмотра своей рукописи, я вычеркнул много мелочей из опасения показаться скучным и мелочным, в чем так часто и, быть может, не без основания обвиняют путешественников.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫав интерессемшӗн Кутузов хӑйне айӑпласран хӑрамасӑрах йывӑр решенисем те йышӑннӑ.

Ради этих интересов находил он в себе мужество принимать тяжелые решения, грозящие ему опалой.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Чӗререн парӑнса пӗр айӑпсӑр служить туни тата ҫапӑҫури тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсем кӑна ҫамрӑк офицера хытӑ айӑпласран хӑтарса хӑварнӑ.

Лишь безупречная служба и боевые заслуги спасли молодого офицера от сурового наказания.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ӑна кивӗ те ҫӗрӗшнӗ карапсем панӑ, матросӗсене тӗрлӗ халӑхран пуҫтарнӑ: кунта испанецсем те, нимӗҫсем те, акӑлчансем те, итальянецсем те пулнӑ, вӗсем хӑйсен ҫӗршывӗсенче усал ӗҫсем тунӑшӑн айӑпласран хӑраса тарнӑ ҫынсем пулнӑ.

Каравеллы ему предложили старые, прогнившие; в матросы набрали разноплеменный сброд: испанцев и немцев, англичан и итальянцев, людей, сбежавших с родины и преследуемых за преступления.

Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

— Тен, атте хӑйне кӑлӑхах айӑпласран хӑранӑ?

— А может, отец побоялся, как бы его зря не обвинили?

Тавыль пурнӑҫӗнчи улшӑну // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Анчах та вӑт пирӗн, вырӑссен, темшӗн ку сисӗнсех каймасть: эпир ҫаплах-ха ӗмӗртен килекен хамӑрлӑхран именетпӗр темелле, ҫаплах-ха хамӑра нацилле хӗсӗклӗхле е урӑхларах ҫылӑх тупса айӑпласран шикленетпӗр пек.

Вот только что-то у нас, россиян, это мало заметно: мы все еще вроде бы стесняемся своего первородства, все еще боимся, как бы нас в национальной узости или каких других грехах не обвинили.

4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Турӑ сыхлатӑр мана сире кирек мӗнле ӗҫшӗн те айӑпласран! — терӗ вӑл чаплӑн.

— Да сохранит меня Бог осудить вас, что бы вы ни сделали! — торжественно сказал он.

XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Ӑна пит хытӑ айӑпласран шикленетӗп.

Боюсь, его постигнет суровый приговор.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Пулса иртнишӗн хӑйне айӑпласран сехри хӑпрӗ унӑн.

Он боялся, как бы его не сочли ответственным за происшедшее.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хӗрӳ Потоцки хӑйӗн планне ытах та асар та писер хӳтӗленине кура, Эдвард, хӑйне хӑравҫӑ тесе айӑпласран шикленсе, ӑна хирӗҫ нимех те калаймарӗ.

Горячий Потоцкий защищал его с таким пылом, что Эдвард не мог возражать, не рискуя навлечь на себя обвинение в трусости.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Совет влаҫӗшӗн ҫавӑн пек ырӑ ӗҫ туни хамӑра айӑпласран хӑтарать.

Эта заслуга перед Советской властью избавляет нас от наказания.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех