Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

адресӗпе (тĕпĕ: адрес) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара ҫавӑнтах «Сунтал» адресӗпе Хусанкай патне хаваслӑ ҫыру ҫыртӑм.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тырӑ йышӑнакан пункт бухгалтерӗсем патне е вӑл пурӑннӑ хваттере ҫитсен унӑн адресӗпе хушаматне, чӑн та, ҫӑмӑллӑнах пӗлеттӗм ӗнтӗ, анчах ун пек тума вӑхӑтӑм пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫырӑва ҫав кунах Полина адресӗпе яла ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шкул хапхи умӗнче ҫамрӑксем пӗтӗҫрӗҫ те пӗр-пӗрне сывпуллашу каҫӗнче мӗн каламасӑр юлнине юркаларӗҫ, сӑмах айне пулнӑ сӑмахӗсене «сӑмах пачӗҫ», тӑрламасӑр юлнӑ кӑтӑкла шӳчӗсене тӑрларӗҫ, хӑшӗ-пӗри ыттисемпе хӑйӗн адресӗпе ылмашӑнчӗ, япшар чӗлхеллисем пӗр-пӗрне яланах асра тытса пурӑнма, «ҫавра» датӑсенче каллех пухӑнса уявлама чӗнсе тӗрӗлтетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑнпа сан ӗлӗкхи хваттер адресӗпе ҫыратӑп.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа ку ҫырӑва эпӗ Георгий Петрович адресӗпе ҫыратӑп.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эпӗ пӗр ҫынран, — пӗлес килсен унӑн адресӗпе хушаматне те калаятӑп, — пӗр хатӗр туянтӑм, вӑл каланӑ тӑрӑх — ҫав шӗвеке ӗҫсен уҫӑмлӑ та хитре тӗлӗк курма пуҫлатӑн имӗш.

 — Я купила у одного человека, — адрес и фамилию которого могу сказать, если хочешь, — особое средство, обладающее, по его словам, способностью вызывать отчетливые, красивые сны.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кансан Галеран малалла ҫул тытрӗ, Груббе вун пилӗк минутран ӑна Гертона илсе ҫитерчӗ — Баркет адресӗпе.

Отдохнув, Галеран уехал, и Груббе через пятнадцать минут доставил его в Гертон, по адресу Баркета.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тепӗр кунне Стомадор Ботреджа хӑйӗн вырӑнне хӑварчӗ те Тиррей ҫырӑвӗнче кӑтартнипе усӑ курса Галерана шырама тухса кайрӗ; хула костюмне тӑхӑннӑскер чи малтанах Кишлот адресӗпе ҫитрӗ.

На другой день, упросив Ботреджа торговать вместо себя, Стомадор отправился искать Галерана по указаниям записки Тиррея и, надев городской костюм, явился прежде всего по адресу Кишлота.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хутшӑнакансен пӗр хайлав тӑрӑх ӳкерчӗк хатӗрлемелле, унтан анкета-заявка ҫырса тултармалла, ӗҫе ӳкерсе илмелле те ака уйӑхӗн 22-мӗшӗччен йӗркелӗҫӗсен электронлӑ адресӗпе материала ярса памалла: dkrovesnikckscheb@yandex.ru.

Участникам необходимо сделать иллюстрацию к одному из произведений, затем заполнить анкету-заявку, сфотографировать работу и прислать материалы на электронный адрес организаторов: dkrovesnikckscheb@yandex.ru до 22 апреля.

Иван Яковлев хайлавӗсем тӑрӑх ӳкерчӗк ӑмӑртӑвне ирттерӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31566.html

Йӗрлени кӗтмен ҫӗртен пулнӑ, мӗншӗн тесен Курак килнӗренпе те партин адресӗпе ниҫта та кайман, никампа та курнӑҫман, апла пулсан, унӑн хыҫҫӑн сӑнаса ҫӳрени паспортран пуҫланать пуль-ха.

Слежка эта была тем неожиданнее, что Грач по приезде еще не ходил ни на одну партийную явку, не видался ни с кем, и, стало быть, наблюдение шло от паспорта.

II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Джеммӑн ӗлӗкхи, шкулта вӗренне тусӗсем Флоренцирех пурӑннӑ, ҫавӑнпа та кирлӗрех ҫырусене, полици тытса илесрен сыхланса, вӗсен адресӗпе янӑ.

Старые друзья Джеммы по школе все еще жили во Флоренции, и особенно важные письма нередко получались из предосторожности на их адреса.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Вӑл ӗнтӗ Флоренцири радикалсене пӗрре ҫеҫ мар пулӑшкаланӑ: йывӑр вӑхӑтра вӗсене кивҫен укҫа панӑ, парти ҫырӑвӗсене ҫӳретес ӗҫре хӑйӗн фирми адресӗпе усӑ курма чарман тата ытти майпа та.

Он не раз уже оказывал небольшие услуги флорентийским радикалам: ссужал их деньгами, когда у них наступал непредвиденный кризис, разрешал пользоваться адресом своей фирмы для партийных писем и т. п.

X // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Морис Джеральд адресӗпе мексиканец мӗнле сӑмах персе яни те аса килнӗ ӑна, мексиканец Морис Джеральда юратсах кайманнине ҫав сӑмах уҫҫӑнах палӑртнӑ.

Припомнилось ему и брошенное мексиканцем по адресу Мориса Джеральда замечание, явно выдававшее его недружелюбное отношение к последнему.

XXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

«Хӑйӗн адресӗпе ҫырнӑ ҫырӑва эпӗ уҫса вуланӑ тесе шутлать пулас ку», — ҫавӑнтах тавҫӑрса илчӗ Лена.

Она сейчас же сообразила, что он, должно быть, подумал, будто она вскрыла письмо, адресованное ему, и надеялась, что этим объясняется его волнение.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Манӑн тин кӑна, призыва килес умӗн промтовар карточкипе илнӗ телогрейка кӗсйинче, полевой почта адресӗпе ҫырнӑ виҫ кӗтеслӗ ҫыру выртать.

В кармане моей штатской телогрейки, купленной накануне призыва по промтоварной рабочей карточке, лежало письмо, угольничек с адресом полевой почты.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Нумая мухтавлӑ сӑмахсем Роберт адресӗпе те пулчӗҫ.

Было высказано множество похвал и по адресу Роберта.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен, вӑл хӑй адресӗпе ҫырнӑ пакет илнӗ: ун ӑшӗнче леш княгиньӑна хӑй панӑ ҫӗрӗ пулнӑ.

Через несколько времени он получил пакет, адресованный на его имя: в нем находилось данное им княгине кольцо.

VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Худфондӑн ачасен лагерӗ адресӗпе янӑ хамӑн ҫырусем мӗншӗн ҫитменни ҫинчен те каламӑп, вӑл лагерь Новосибирск таврашне эвакуаципе тухса кайнӑ.

О том, как я выяснил, почему не доходили мои письма в детский лагерь Худфонда, который был вновь эвакуирован под Новосибирск;

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр тесен, сирӗн ҫырӑвӑр хӑйӗн адресӗпе кайни-кайманни кирлех те мар, чи кирли — ҫав ӗҫе тума пикенни, хӑвӑртан килнине пурне те туни.

В конце концов, не важно, дошло ли то ваше письмо по адресу или нет, — важно, что вы хотели сделать это и сделали все, что от вас зависело.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех