Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авӑтакан (тĕпĕ: авӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ир авӑтакан куккукӑн пуҫӗ кукшаланнӑ, теҫҫӗ чӑвашсем, — Урбанова хирӗҫ каларӗ Федоров.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ир авӑтакан куккукӑн пуҫӗ ҫурӑлнӑ, тет, ачам.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӑхӑнуллӑн чӑтни, темӗнле чӗрӗрех пурнӑҫа сас памасӑр кӗтни ҫыран хӗрринче авӑтакан куккук сассинче те палӑрнӑ пек пулнӑ…

Покорное терпение, молчаливое ожидание чего-то более живого слышатся даже в крике кукушки, прилетающем по ветру с берега на реку…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑхӑт тата тӑватӑ сехет те иртмерӗ, эпӗ хамӑн отделенине аялалла ярӑнса анма приказ патӑм; ялта авӑтакан автансен сассине илтнӗ самантранпа вӑхӑт тӑватӑ сехет те иртмерӗ.

Не прошло еще четырех часов, как я отдавал приказ своему отделению скатываться вниз; не прошло еще полных четырех часов с той минуты, как мы услышали отдаленное пение петухов в деревне.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Хушӑран тата ҫав кӗрлеве кӗскен те хӑвӑрттӑн шатӑртатакан сасӑ хупласа хучӗ, ку сасӑ шурлӑхра каҫхине авӑтакан карӑш сасси майлах пулчӗ.

И к гуденью их примешивался порой частый, короткий треск, похожий на вечерний скрип дергача на болоте.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Чӑхсене тустарма юратакан чее тилӗ, сурӑх-путеке курсан канӑҫне ҫухатакан кашкӑр, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман яла тутлӑ ыйхӑран вӑратса авӑтакан автан, хӗл кунӗсенче тутлӑ ыйха путакан тата тулли пыл чӗресӗшӗн каҫӑхса кайма хатӗр упа утаман, каҫсерен, кӗтӳ ансан ача-пӑчана тутлӑ сӗтпе савӑнтаракан ӗне...

Куҫарса пулӑш

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех