Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

автан сăмах пирĕн базăра пур.
автан (тĕпĕ: автан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пулмасть хӗрлӗ автан вӗҫесси, пулмасть пирӗн ялта пушар — ни-ков-да! —

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ҫапса хуҫрӑмӑр эпир хӗрлӗ автан ҫунаттисене, вӗҫеймерӗ вӑл пирӗн ҫуртсем ҫийӗнче, малашне те вӗҫеймӗ!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Тӳссе кӑна тӑр вара хӗрарӑм, ҫапса пӑрахма та пултарать ҫӑвӑр автан пысӑкӑш упӑшки!

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Е тин ҫеҫ амӑшӗ пӑрахнӑ ҫӑвӑр автан, авӑтма хӑтланса, питӗ айваннӑн кӑшкӑрашать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл, аллисене пилӗк ҫине тытса, автан пек каҫӑрӑлса уткалать хӗр умӗнче…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Ав, Воронеж пики умӗнче автан пек каҫӑрӑлса тӑрать, — пуҫне ҫӳлти хута хӑпармалли картлашка еннелле сӗлтрӗ малти хӗр.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хапха ҫине автан вӗҫсе хӑпарчӗ, пахча алӑкне нӑрик-нӑрик сысна тӗртсе пӑхрӗ…

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ячӗсем мӗнле илемлӗ: «Чепчен юрри», «Автан тукмакӗ», «Тӑри концерчӗ».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унпа тӗрӗс мар усӑ курнипе, электрохатӗр пахалӑхӗ япӑх шайра пулнипе «хӗрлӗ автан» час-часах алхасать.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Правительствине тухма хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60624

Лупасайӗнче, ҫунаттисемпе шап-шап тутарса, автан авӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫын пӗр тапранмасӑр выртнине курсан автан лӑпланчӗ, ҫунатне ҫатлаттарсах ҫӑвар туллин авӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫын пӑшӑлтатнине сиссен автан шикленчӗ, пуҫне чалӑштарса кравать еннелле тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӗр кунхине ирхи канлӗ ыйхӑран мана автан сасси вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сасартӑк автан сасси илтӗнсе кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑтам пӳллӗ, хулӑм туталлӑскер, вӑл автан пек сиккелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтан ку-ку-ре-ку-у-у! хӗрлӗ автан ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ урса кайнӑ автан пек, пӗр-пӗрне куҫран пӑхса, мӑшлатса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑнисене ӑсатсан, Ирхи автан авӑтсан, Урхапала Унерпи Тухнӑ шап-шур кӗпепе Иккӗш пӗрле килӗшсе Анкартине йӗтем ҫине.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӗсен Хураҫка ятлӑ хура йытӑ тата пысӑк автан пур.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шутлатӑп ӑшра сӑра тултарса панӑ чухне: «автан тукмакки кӑшласси мутӑран тухман-ҫке кусен».

Думаю про себя, наливая им пиво: «Видать наяривание окорочков из моды еще не вышло».

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех