Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аванрах (тĕпĕ: аван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пысӑкрах апертурӑлӑ телескоппа усӑ курсан (паллах, ытларах пысӑклатсан) тӗтрелӗх пайӗсем тата та аванрах курӑнма пуҫлаҫҫӗ, тӗслӗхрен, тӗтрелӗх варринче хӑйӑр сехечӗ евӗр ҫутӑ газӑн уйрӑмах ҫутӑ тӗввине асӑрхама май пур.

При большей апертуре телескопа (и соответственно, большем увеличении) детализация туманности растёт, например, в центре туманности становится виден особенно яркий узел светящегося газа в виде песочных часов.

Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97

Енчен те сальчичонлӑ бутербродпа эрех ӗҫес кӑмӑл пур-тӑк, хӗрлӗ эрехе суйласа илсен аванрах.

Если же есть желание запить бутерброды с сальчичоном вином, лучше остановить свой выбор на красном.

Сальчичон // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 0%BE%D0%BD

Дебит тата кредит ыйтӑвӗсене уҫӑмлатса пыма аванрах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Час-часах ҫакӑн пек хашакасем ҫирӗплӗх енчен алюминирен тунисенчен те аванрах, пӑрассине хирӗҫ тӑрасси енӗпе те хуҫӑлас тӗлӗшпе те вӗсем ирттереҫҫӗ, апла пулин те хакӗ пӗчӗк маррине кура вӗсемпе хаклӑ фитнес-модельсем ҫинче кӑна усӑ курма май пур.

Зачастую такие рамы даже превосходят алюминиевые по прочности и сопротивлению кручению и излому, однако цена позволяет использовать их только на дорогих фитнес-моделях.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Кунта калаҫма та аванрах.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каймасан аванрах мар-ши тетӗп.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Тавӑҫрса илеймерӗ пулсан, нимӗн те пӗлмест-ха Михха. Ҫынсем каласа париччен хам ӑнлантарса пани аванрах», — тесе шухӑшларӗ те Михха пӗлнипе пӗлменнине ӗненесшӗн ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун хыҫҫӑн чӗрӗ юличчен вилни аванрах.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм Ҫтаппан валли Кармӑш пасарӗнче ҫирӗм ҫичӗ тенкӗ тӳлесе илнӗ лашипе танлаштарса пӑхрӗ те ку лаша тата аванрах туйӑнчӗ ӑна…

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Харпӑр хӑй чӗрӗ те сывӑ чухне ҫитмен инкекшӗн кӑмӑла хуҫиччен савӑкланни аванрах.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗҫрен иртерех кайса туссемпе тӗл пулсан тата аванрах.

А еще лучше уйти пораньше и устроить свидание или встречу с друзьями.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Яланлӑхах куҫсене хупиччен пилӗк-вунӑ минут хӑравҫӑ пулни аванрах, — терӗ Михаҫ пӑшалӗпе хутаҫне, йӗлтӗрӗсене ҫурӑм хыҫне майлаштарса ҫакнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

— Ҫӗнӗ Шупашкар патӗнчи кӗпер ҫине ҫул тытсан аванрах, — сӗнчӗ ялан тӗрӗс шухӑшлакан ырӑ кӑмӑллӑ Михаҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Хӗрӗм, эпӗ ҫапла шутлатӑп: тен вӑл чӑнахах та сан кӑмӑлна тивӗҫтерсех ҫитермест, анчах куккукла ӗмӗр пӗччен пурӑниччен унпа пӗрлешсен аванрах пулмӗ-и. Нимӗнле ӗҫрен те хӑраса-вӑтанса тӑмасть, килне-ҫуртне типтерлӗ тытать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Канмалли кунсенче хула тулашӗнче кансан аванрах.

В выходные желательно отдохнуть за городом.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Колхозра аванрах пурӑнаҫҫӗ.

В колхозе живут лучше.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Эппин, икӗ сменӑпа аванрах?

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Капла аванрах.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кунсӑр пуҫне, институтра паллӑ специалистсемпе курса калаҫатӑн, вӗсен лекцийӗсене итлетӗн, республикӑри чаплӑ дояркӑсен, ферма заведующийӗсен ӗҫне-хӗлне аванрах куратӑн.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӑн ӳкерчӗк е видео тума май пулсан тата та аванрах.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра орнитологсем тӑрна «ҫыравӗ» ирттереҫҫӗ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... re-3416190

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех