Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авалхине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахҫанхине, сӗм авалхине аса илтерекен кӗвӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫырни авалхине хускатрӗ Ӑна кӑларчӗ халь ума.

Куҫарса пулӑш

XXXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халӗ тӑвӑл пекех ҫӗкленнӗ курайманлӑх, эпӗ ку таранччен пӗлмен ӗлӗкхи пурӑнӑҫ ҫинчен каласа панисем, ӗмӗртенпе пухӑннӑ тавӑрман хурлӑхсем, — ҫаксем пурте мана вӗри кӑварлӑ кӗл ҫине теплерен пырса ӳкнӗ тимӗр пӑта хӗрнӗ пек авалхине курайманлӑхпа хӗрӳлентерсе ячӗҫ.

Теперь атмосфера разбушевавшейся ненависти, рассказы о прошлом, которого я не знал, неотплаченные обиды, накопленные веками, разожгли постепенно и меня, как горящие уголья раскаляют случайно попавший в золу железный гвоздь.

XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Василий Григорьевич ӑна авалхине илсе ҫапла чӗнетчӗ пулмалла.

Может быть, по старой памяти назвал его так Василий Григорьевич.

XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Лётчиксен моторсене тасатмалла мар пулсан та, «авалхине» аса илсе, ҫак ӗҫе эпир хамӑрах турӑмӑр.

Хотя и не полагается летчикам делать эту работу, но мы решили вспомнить «старинушку».

Саранчасемпе кӗрешни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Старик авалхине аса илсе макӑрчӗ, сасси е хыттӑн, е пӑшӑлтатнӑ пек ҫеҫ илтӗнчӗ.

Старик плакал, предаваясь воспоминаниям, голос его то усиливался, то падал до шопота.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пӗреххут, юрласа парсамччӗ эс пире, пултаратӑн пулсан, пӗр-пӗр авалхине.

Вот лучше спел бы ты нам песню, коли умеешь, — хорошую старую песню.

XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

— Кунта, кунта, ман хыҫҫӑн пырӑр, «вертестер герр коллега», — хушса хучӗ вӑл авалхине аса илсе.

— Здесь, здесь, пожалуйте за мной, вертестер герр коллега, –прибавил он по старой памяти.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Ваше благороди, авалхине асӑнса, ҫӑварни чуптаратӑр-и хӑвӑра? — ыйтрӗ Григорий Евгенирен, илӗртӳллӗн йӑл кулса.

— Ваше благородие, дозвольте вас прокатить по старой памяти? — обратился Григорий к Евгению, заискивающе улыбаясь.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ши! кӑна» тата ытти ҫавнашкал юрӑсене янӑратрӗ, господасен юррисене вӑл Олениншӑн анчах юрласа пачӗ, унтан вара, тепӗр виҫ стакан чихирь ӗҫнӗ хыҫҫӑн, старик авалхине аса илчӗ те чӑн-чӑн казакла та тутарла юрӑсем юрлама пуҫларӗ.

Песни: ди-ди-ли и тому подобные, господские , он спел только для Оленина; но потом, выпив еще стакана три чихиря, он вспомнил старину и запел настоящие казацкие и татарские песни.

XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Вӗсенчен пӗрне, чи авалхине, — тӗнчере урӑх ун пекки ниҫта та ҫук пуль — вӑл куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхлать.

Одну из них она почитала особенно благоговейно.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Гостинӑя тавӑрӑнсассӑн, вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрле ларнӑ: стариксем авалхине тата хӑйсем службӑра чухне илтнӗ анекдотсене аса илнӗ, Алексей Лиза умӗнче хӑйне хӑй мӗнле тытасси ҫинчен шухӑшланӑ.

Возвратясь в гостиную, они уселись втроем: старики вспомнили прежнее время и анекдоты своей службы, а Алексей размышлял о том, какую роль играть ему в присутствии Лизы.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех