Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юратмасӑр (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ӗҫе вара — юратмасӑр тума ҫук.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах пурнӑҫра юратмасӑр та туса пымалли ӗҫсем пур-ҫке.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Никам калаймӗ вӗсем пӗр пӗрне юратмасӑр пурӑннӑ тесе.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Юратмасӑр мӗнле авланатӑн?

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ҫын юратмасӑр, ӗҫлемесӗр пурӑнаймасть.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кам юратмасӑр пултартӑр сана?

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ӗҫет Йӑван, ӳсет Йӑван, сарӑлать, пичӗ чӑмӑр йӑва пек; пит ҫӑмарти пӑт путать, шурӑ шӑлсем тип-тикӗс, юратмасӑр ӑҫтан чӑтӑн.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Мӗнле юратмасӑр чӑтӑн.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Питомникре ӗҫлекенсем хӑйсен ӗҫне часах кураҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен йӑнӑшма юрамасть, ӳркенсе тата юратмасӑр тунӑ ӗҫ питӗ хакла ларасса лайӑх пӗлетчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Юратмасӑр мӗнле качча каян?

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юратмасӑр епле чӑттӑр Яш чӗри ҫак пикене.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

— Хӑҫан пымалла? — ун еннелле юратмасӑр пӑхса илчӗ Ярмулла.

— Когда прийти велено? — Ярмулла недружелюбно посмотрел на Михабара.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Е юратмасӑр илнӗ-и ӑна?

Разве он женился на Укке не по любви?

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Суян пуль. Ӑна эп укҫасӑрах тем чул тупма пултарап. Унпа эс халӑхран пайта курасшӑн мар-и-ха», — темшӗн старике юратмасӑр шухӑшларӗ таркӑн.

«Врешь поди, — усомнился Яндул. — Я и без денег могу кучу бумаги добыть. А ты небось цену набиваешь, чтоб с людей плату содрать». Чем-то не понравился ему этот старик.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр утӑм турӗ те вӑл пахча карти ҫумне таянчӗ, аллисене усрӗ, ҫунса тӑракан куҫӗсемпе Тӗмеркке питне юратмасӑр тӗллерӗ.

Тогда он сделал шаг и оперся-таки о забор и уставился горящими глазами в ненавистное лицо Тимеркке.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗрне-пӗри юратмасӑр пурӑнсах икӗ ача ҫуратса ҫитӗнтернӗ вӗсем.

Так, не любя, а порой ненавидя друг друга, народили двух детей.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑштах курпунне каларса ларнӑ Янтул Михаилов ҫине ҫаплах юратмасӑр пӑхать-ха.

Слегка сгорбившись, Яндул по-прежнему смотрел на Михайлова холодно, с недоверием, хотя больше не спорил.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ятман вӑрҫӑран таврӑннӑранпа пӗрремӗш хут курнӑҫнӑран вӗсем ӗлӗк пӗр-пӗрне юратмасӑр пурӑннине манса кайсах шавлӑн калаҫса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юратмасӑр — валюта вӗт вӑл, хут укҫа мар!

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Телейлӗ пултӑрахчӗ Миша, юратмасӑр илмен пулӗ Соньӑна, — терӗ Антонина Павловна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех