Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юлташусене (тĕпĕ: юлташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлташусене киле илсе ан кил.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫпаҫҫипа кала юлташусене.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӗн-ха юлташусене пурне те ҫывӑха.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юлташусене пулӑшнипе.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑванусене мантӑн та — ача чухнехи юлташусене те мантӑн пуль…

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Халӗ ху та, юлташусене те пӗтеретӗн, пуҫсӑр этем!

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

— Эс ача ҫуртне, юлташусене тунсӑхланӑ пулас? — тет.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Мӗн, юлташусене те паллайми пултӑн-и?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ыран та кун пур, юлташусене те кӑшкӑр, вӗсен те ҫывӑрма вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Пурнӑҫ ҫапла пулса тухрӗ-ҫке, Павел Кирилчӑ, мана ан айӑпла, хӑв та авторитету ӳсме пуҫласанах юлташусене паллами пултӑн.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Эс чӗн унта юлташусене, кӑшкӑр.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Е эс хӑвна та, юлташусене те, ял ҫыннисене те нимӗн чухлӗ те хисеплеместӗн-и?

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсӗ хӑвӑн юлташусене, тӑватӑ ҫынна, вӗлернӗ.

Ты убил своих товарищей, четырех человек.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Акӑ, эсӗ Жихарев ҫинчен пӗлнӗшӗн, вӗсен планӗсене сиссе, ҫавӑн ҫинчен ху юлташусене пӗлтерме васкаса ҫитнӗшӗн, — ҫакӑншӑн сана хам аллӑма паратӑп, пысӑк тав сана!

— Ну, а вот за то, что узнал ты про Жихарева, про ихние планы, за то, что торопился ты сообщить об этом товарищам, — за это тебе вот моя рука и крепкое спасибо!

XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫитменнине, леш представителӗсене тӗттӗмре палласа илеймӗн, тӑванусемпе юлташусене пустуях пере-пере вӗлерӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан такам каллех клуб алӑкне уҫрӗ те: «Васьлей Егорчӑ! Представительсене сана памастпӑр. Хӗрлӗ автанпа та шӳтлеме сӗнместпӗр. Асту, хӑвна та, юлташусене те вутта пӑрахса ҫунтарса ярӑпӑр. Ҫемйӳсем пирки те шухӑшлӑр, ачасем. Пире пурне те вӗлерсе пӗтереймӗр, эпир сире палласа юлатпӑрах. Ҫинех представительсен те пӑшал пур!» — терӗ хытӑ кӑшкӑрса.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юлташусене те чӗн, пирӗн вӗсем валли те апат-ҫимӗҫ ҫитет, — мӑшӑрне ӳкӗтлесе килте хӑварасса шанса калаҫрӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Юлташусене кунта ан шыра эсӗ, — тарӑхрӗ Степан.

— Не здесь товарищей ищешь, — нахмурился Степан.

XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

«Лар, Кукубенко, манран сылтӑм енне» тейӗ ӑна Христос: «эсӗ юлташусене сутмарӑн, чыссӑр ӗҫ тумарӑн, инкек килсе тухсан, ҫынна пӑрахмарӑн, ман чиркӗве лайӑх сыхласа пурӑнтӑн».

«Садись, Кукубенко, одесную меня! — скажет ему Христос, — ты не изменил товариществу, бесчестного дела не сделал, не выдал в беде человека, хранил и сберегал мою церковь».

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

— Эсӗ ҫав чӗрӗлӗх шывне ху пӗчченех ӗҫесшӗн-и е хӑвӑн тусусемпе юлташусене те ӗҫтересшӗн-и? — ыйтрӗ тӑрна Сулайманран ҫакна хирӗҫ.

И вот журавль спросил Сулаймана: — Ты будешь пить живую воду один или напоишь ею и всех своих друзей и помощников?

Сулайман патшапа нумай пӗлекен тӑрна ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех