Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ыттине (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах каласа памаллисене — кӗрӳ каччи тупнине, туй тунине — вӑл паҫӑрах каласа панӑ ӗнтӗ, ыттине — пӗлмест.

Но рассказывать ему больше нечего — все, что знал, он выложил попу еще там, в поле.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗр пулса ӳссе Марине пусма кӗпе тӑхӑнса курман, пусмана кӗпе арки тата тутӑр тума ҫеҫ илкеленӗ, ыттине хӗрарӑмсем пӗтӗмпех хӑйсем тӗртсе тунӑ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫитӗ ӗнтӗ, выртса кан, Алексей, — тет, хӑй ҫапах та, — ыран кун пур вӗт, ыттине ыран калаҫӑр.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ыттине аллах каҫарать…

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ыттине йӑлт маннӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

27 гектар урпа, ыттине нумай ҫул ӳсекен курӑксем, тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ, ҫав шутра ҫӗр улми, ыхра.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

«Чӑнласах та кӑсӑкланатӑн пулсан вӗсенчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пултаратӑн, эпир Кулинепе питех ҫывӑх калаҫман, ҫавӑнпа та ыттине каласа кӑтартма пултараймастӑп…» — терӗ ӑш пиллӗ кинемей.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Фестивале тӗпе хурса усӑ калаҫусем, мастер-классем тата ыттине те йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑвашмультфильм» чӑвашла анимацильлӗ фильмӗсем кӑларма тытӑнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/09/chav ... mesem-kala

— Вассион Косойпа мӗн калаҫнине те, ыттине те пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ыттине пирӗн патра вӗренӗн.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Тӑван тавралӑха хӳтӗлекенсен машини Ҫӗнӗ Шупашкарта ирхи 10 сехетрен пуҫласа 14 сехет те 30 минутчен темиҫе вырӑна ҫитсе чарӑнӗ – халӑхран хут, кантӑк, пластик, ҫипуҫ, батарейка, пластмасса хупӑлча, шӑл тасатмалли щётка, лампочка, дозаторсемпе распылительсем, фломастерсемпе маркерсем тата ыттине йышӑнӗҫ.

Транспорт защитников окружающей среды с 10 утра до 14 часов 30 минут в Новочебоксарске остановится в нескольких местах — от населения будут приниматься бумага, стекло, пластик, одежда, батарейки, пластмассовые крышки, зубные щётки, лампочки, дозаторы и распылители, фломастеры с маркерами и др.

«Экомаршрутка» ҫула тухӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32383.html

Ыттине вуламасан та ҫитӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ыттине кӗтме килӗшрӗ сӗрме купӑс хуҫи.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Асту, тӑхлач, кунта пӗтӗмпех мар-ха, ыттине хӗрне илсе кайсан парса тататпӑр — терӗ вӑл тулли енчӗк ҫине кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑтартса парӑр пире шанчӑклӑ ҫынсене, ыттине эпир Округри ҫар комитечӗ урлӑ тӑвӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эп укҫа патне килнӗ: ҫуррине, Михаларан каласа янӑччӗ, хатӗрлесе хунӑ пулӗ; ыттине — кӗркуннепе, тырпул, улма-ҫырла пуҫтарсан парса татӑр, — татса каларӗ Тоскинеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Либераллӑ шухӑшлӑскер, вӑл чухӑн халӑх выҫӑ ларнине, вӗсем, ӗнесӗр-лашасӑр асапланса пурӑннине, ҫӗршӗн куланай тӳлеме те укҫа тупайманнине, ачисене вӗрентме шкулсем те ялсенче ҫуккине, чахоткӑпа трахома чирӗ халӑха хупласа илнине тата ыттине те лайӑх курнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ыттине — брак текеннине — ялти чӑвашсем ҫиеҫҫӗ: хытӑрах пӗҫерсен — чӗпӗллӗ мар пулсан — ҫиме пырать «тумак» та (ҫутатса пӑхсан хуп-хура ҫӑмартана «тумак» тенӗ ӗҫлекенсем).

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вуласа тухсан Моргиана юмӑҫ ҫинчен каланине тата «Джесси ҫитӗнчӗ… эпӗ ӑна наркӑмӑшларӑм» сӑмахсене хӑварчӗ те ыттине чӗрсе хучӗ — анчах вулама май пур таран.

Перечитав, Моргиана прозрачно зачеркнула все, кроме слов о гадалке и слов: «Джесси выросла… я отравила ее».

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Унта шыва кӗрсе уҫӑлас, ҫулҫӑ сулхӑнӗнче канас терӗ; васкамасӑр утса Моргиана юлашкинчен ҫапларах йышӑнчӗ: япаласен пӗр пайне хулара сутмалла; кайран «Ешӗл флейтӑна» ювелирсене чӗнсе килмелле, ыттине ҫапла майпа чӑрмавсӑр-мӗнсӗр, сис-чӳлентерекен сӑмах-юмахсӑр вырнаҫтармалла.

Там собиралась она выкупаться и посидеть в тени листвы; медленно шагая, Моргиана пришла, наконец, к решению продать часть вещей в городе, а потом вызвать ювелиров в «Зеленую флейту», чтобы распродать все остальное без помехи и лишних толков.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех