Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эккей, ыйхӑ килмест, Хрисан Кузьмич, ыйхӑ вӗҫсен, эмел ӗҫетӗп, тет.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Сиплӗ хурӑн милӗкӗпе ӳт-пӳ хӗреличчен ҫат та ҫат ҫапӑнни, яра кунах ӗҫлесе ӗшенни пулӑшрӗ-ши — Таранов хулари пек ыйхӑ килменнипе асапланмарӗ, вырӑн ҫине выртнӑ-выртманах ыйха путрӗ…
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Анчах ӑна каллех ыйхӑ пусса килет, нимӗнле шухӑшсем те капланса килекен ыйхӑна сирсе яраймаҫҫӗ.
Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.
Таня, ыйхӑ тӗлӗшпе кулкаласа, анасласа ларатчӗ — тепӗр самантран унӑн ыйхи вӗҫрӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Халех тӑрсан нимех те тӑвас ҫуккипе, вӑл тепӗр ыйхӑ ҫывӑрса илме шутларӗ, чылайччен куҫӗсене хупса выртрӗ, анчах тек ҫывӑрасси пулмарӗ — ыйхи ярах уҫӑлса кайрӗ.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
Джесси Шенка малтан чышса ячӗ, анчах ыйхӑ урхамахӗ ҫакӑнта тарӑн ту шӑтӑкӗнчен сиксе каҫрӗ те хӗр тӑнне ҫухатрӗ, кӑвайт ҫутинче, вӑрманта, ӳсӗрӗлмеллипех ӳсӗрӗлнӗскер — «Ешӗл флейтӑран» ҫур ҫухрӑмран инҫе мар ыйха путрӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Регард ӑна йӑтса ҫӗклерӗ те ҫырана кӑларчӗ, акӑшсем вара вӑранчӗҫ те мӑйӗсене тӑсса ыйхӑ тӗлӗшпе ҫунаттисене хускаткалаҫҫӗ, ыйха сирсе яма тӑрӑшнӑн ҫӗкленкелеҫҫӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Горн ӑна илтмест, вӑл вилӗм евӗрлӗ тарӑн ыйхӑра; ҫак ыйхӑ — ҫӗрӗн, терт-асап патшалӑхӗн, чӑн-чӑн телейӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ыйхӑ килменнипе чылайччен йӑраланса выртрӗ, хӑйӗн планӗ пирки Ливингстонпа ӑсӗнче калаҫать, пите чӗррӗн тата; ҫавӑнпах темиҫе хут тӑрса чӗлӗм туртрӗ, ҫапах та кӗҫех ыйхӑ ӑна ҫавӑрттарчӗ те хавхасӑр, тӗлӗксӗр сӗм тӗттӗмлӗхре лӑплантарчӗ.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫӗр каҫа та Бауманӑн питӗрсе хунӑ алӑкӑн сӑнамалли шӑтӑкӗнчен пырса пӑхаканни пулмарӗ, пӗррехине ҫеҫ Курак шиклӗ ыйхӑ витӗр алӑк патӗнчен ыйха путнӑ надзиратель йывӑррӑн, сӗтӗрӗнсе, шаплаттарса утса кайни илтӗнчӗ.
XXXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тен, шӑтӑка чулсем ӳксе, ӑна унтан хӑваласа кӑларчӗҫ пулӗ; тен, вӑл ыйхӑ килменнипе аптраса, хӗллехи ыйхӑран иртерех вӑраннӑ-ши?
Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Ыйхӑ тӗлӗшпе такамӑн ҫепӗҫ алли перӗннине сисетӗн; сӗртӗнни тӑрӑхах ӑна палласа илетӗн те ыйхӑ тӗлӗшпех ҫав алла ярса тытатӑн, туту ҫумне хытӑ-хытӑ чӑмӑртатӑн.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун пек ҫӑмӑл ыйхӑ ҫывӑхрисен калаҫӑвне ыйхӑ витӗр илтсе ҫывӑракан ачасен пулать.Такой сон бывает у детей, когда они сквозь сон еще слышат разговор окружающих.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Амӑшӗ йывӑр ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ, — ыйхӑ ун ҫине пӑчӑ пӗлӗт пек йӑтӑнса анчӗ те, ыталаса илсе, таҫталла илсе кайрӗ.Мать заснула тяжелым сном — он сразу душной тучей навалился на нее, обнял и увлек.
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Анчах Ачан ыйхи килмест — ну мӗн ыйхӑ пултӑр унта?
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ыйхӑ тес — ыйхӑ мар.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Хам ӗмӗрӗмре эпӗ ыйхӑ вӗҫни мӗнне пӗлмен, халь вара ыйхӑ вӗҫет, ку ҫеҫ мар, темле тӗлӗксем куратӑп…В жизнь мою я не знал, что такое бессонница, а теперь испытал не только бессонницу, но сны такие…
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Юлашкинчен кӗтнӗ ыйхӑ, пурне те лӑплантараканскер, ӑна хупӑрласа илчӗ, анчах мӗнле ыйхӑ!Наконец желанный сон, этот всеобщий успокоитель, посетил его; но какой сон!
V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хутран-ситрен кам та пулин сасартӑк ыйхӑ тӗлӗшпе пуҫне ҫӗклет те, ним чухламасӑр, тӗлӗнсе, енчен енне пӑхса илет, унтан тепӗр аякӗ ҫине ҫаврӑнса выртать е, куҫне уҫмасӑрах, ыйхӑ тӗлӗшпе лачлаттарса сурать, вара, тутипе чаплаттарса е сӑмса айӗн тем мӑкӑртатса, каллех ҫывӑрса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ай, те ыйхӑ, те ыйхӑ мар Пуҫӑма пусать.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.