Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ывӑлӗн (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи вӑхӑтра Анна Никитична ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Юмансарти кинемей 100 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37607.html

1926 ҫулта V Георг патша иккӗмӗш ывӑлӗн импери тӑрӑх ҫаврӑнса килме вӑхӑт ҫитнӗ тесе йышӑннӑ.

В 1926 году король Георг V решил, что его второму сыну нужно совершить поездку по империи.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Хӗҫ сывлӑшра ҫиҫӗм евӗр хӑвӑрт ункӑ туса ҫаврӑнса илнӗ те арман хуҫи ывӑлӗн сулахай хулпуҫҫийӗ ҫине шӑхӑрса аннӑ…

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тен, ывӑлӗн е тӑванӗн виллине илме?

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Унта Долорес Ибарурри ывӑлӗн — Рубен Ибарурри вилтӑприйӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Кремль стени ҫумӗнче Америка ывӑлӗн — Джон Ридӑн вилтӑприйӗ пур, — терӗ вӑл хурлӑхлӑрах сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Килӗнче вӑл, сӗтел хушшине вырнаҫса, ывӑлӗн ҫырӑвне тепӗр хут вуласа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ара, Иван, кин патне кӗмерӗн-им? — тем аса илнӗ пек, ывӑлӗн куҫӗнчен пӑхса тӑчӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ывӑлӗн кӑкӑрӗ ҫинче ҫап-ҫутӑ медаль йӑлтӑртатнине курсан, ашшӗ те тӳсеймерӗ — ал тӳрчӗпе куҫне шӑлкаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ывӑлӗн тусанпа хуралса пӗтнӗ кӗпи-йӗмне курсан, чӑтаймарӗ Кулюкка, вӑрӑм патак илсе, ачине ҫурӑм урлӑ ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫулталӑк каярах ватӑ барон вилчӗ те, имени Питӗрте пурӑнакан ывӑлӗн аллине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗсем патӗнчен илсе килнӗ ҫӑкӑрӗ пӗтни ӑна каллех ывӑлӗн сывлӑхӗ пирки пӑшӑрхантара пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ирӗксӗрех Атӑл ҫинче укҫа ӗҫлесе тупма май пурри ҫинчен Микула каласа панине аса илчӗ те ун чухне ывӑлӗн сӑмахне итлеменшӗн хӑйне хӑй ӳпкелерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каярах, сӗтел патне пырса, ывӑлӗ илсе килнӗ укҫине шутларӗ, ывӑлӗн пӗрремӗш хут ӗҫлесе илнӗ укҫине амӑшӗ хӑй кӑна пӗлекен вӑрттӑн вырӑна ытти укҫа ҫумне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ывӑлӗн хӗвеле пула шупкаланса кайнӑ пуҫне амӑшӗ ик аллипе пӗр шухӑшсӑр, ҫепӗҫҫӗн ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Улька кӗҫӗн ывӑлӗн тупӑкне шӑтӑка янӑ чухне татах тӑнне ҫухатнӑ та эрнерен ҫеҫ вай илнӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӑл ҫӑва ҫине каять, ывӑлӗн вил тӑпри ҫинчи юра хырса тасатать, ҫӗр ҫине выртать:

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Епле чӗрӗ эсӗ, кинӗм? — ачашшӑн ыталарӗ вӑл ывӑлӗн арӑмне, пурнӑҫра пӗрремӗш хут.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ашшӗн, Ывӑлӗн, Ҫветтуй Сывлӑшӗн ячӗпе.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Манӑн, ывӑлӗн саламне аттене Ермолая, аннене Клавьене пӗлтерӗр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех