Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ывӑлун (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унччен ывӑлун туйӗ те вӗҫленет.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

— Ҫитес ҫул сан хреснай ывӑлун та вӗренме каймалла, — хӗпӗртесе каларӗ хайхи.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Сан ывӑлун пуҫне те хӗр пӑтратать.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Сан, сан ывӑлун вӑрлӑхӗ ку, йоккӑр-маккӑр, пирӗн манукӑмӑр, пирӗн кил-йыш ҫынни.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ну, давай ывӑлун тумтирӗсене — мӗн пурне пачах пар!

— А ну, давай одежду сына — всё, что есть!

Палачсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ывӑлун аллине пӗлместӗн-и?

Почерка не узнаёшь?

«Олег, ӑҫта эс?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Халӑх сан ывӑлун каймалла тет, кунпа килӗшместӗн пулсан, улпутран ыйт, тен вӑл манӑнне, пӗчченскерӗнне пуҫа хыртарса яма хушать-и тен.

Мир приговорил твоему сыну идти, а не хочешь, проси барыню, она, може, велит мне, от детей, одинокому, лоб забрить.

V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Юхӑннӑ кӗтес, юнлӑ ҫул тӑваткалӗ, ҫапӑҫу хирӗ, — эсӗ кунтан ывӑлун чӗришӗн татах та тӑвантарах!

Разоренный край, кровавый перекресток, поле битвы, — отсюда ты еще роднее сыновнему сердцу!

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ывӑлун ӗҫлеме вӑхӑт.

Пора сыну работать.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вӑл сана юратать; вӑл санӑн ывӑлун амӑшӗ.

Она тебя любит, она — мать твоего сына.

XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Пӗрре каланӑ вӗт сана, ывӑлун шӑпи ху аллунта тесе, — сиввӗн татса каларӗ Ридлер.

— Сказано раз было: судьба сына в твоих руках, — холодно оборвал Ридлер.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫынсем вара амӑшӗпе мӗн тумалли ҫинчен канашласа илнӗ те ҫапла каланӑ: — Ывӑлун ҫылӑхӗсемшӗн эпир сана вӗлерме тивӗҫ мар, — тенӗ вӗсем, — пӗлетпӗр, эсӗ пама пултарайман ӑна ҫав йывӑр ҫылӑхсене, эсӗ мӗнле асапланнине те эпир чухлатпӑр.

Тогда они стали советоваться, что сделать с нею, и решили: — По чести — мы не можем убить тебя за грех сына, мы знаем, что ты не могла внушить ему этот страшный грех, и догадываемся, как ты должна страдать.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Сан ывӑлун чӑн-чӑн амӑшӗ эпӗ.

Я настоящая мать твоего сына.

Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

13. Ывӑлун киревсӗр ӗҫӗсемшӗн кулянмалла ан пултӑр тесессӗн, ӑна вӗрент, тӑрӑш уншӑн.

13. Учи сына твоего и трудись над ним, чтобы не иметь тебе огорчения от непристойных поступков его.

Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Акӑ ӑс паратӑп сана: хӑвӑн пурӑнӑҫна, Соломон ывӑлун пурӑнӑҫне ҫӑлса хӑвар.

12. Теперь, вот, я советую тебе: спасай жизнь твою и жизнь сына твоего Соломона.

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫӳлхуҫа сана Саул килӗн мӗнпур юнне тавӑрса пачӗ, эсӗ ун вырӑнне патшана лартӑн, Ҫӳлхуҫа акӑ патшалӑха Авессалом ывӑлун аллине пачӗ; халӗ инкеке лекрӗн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — юнӗҫен.

8. Господь обратил на тебя всю кровь дома Саулова, вместо которого ты воцарился, и предал Господь царство в руки Авессалома, сына твоего; и вот, ты в беде, ибо ты - кровопийца.

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара патша каланӑ: Турӑ пур! сан ывӑлун ҫӳҫ пӗрчи те ҫӗре ӳкмӗ, тенӗ.

И сказал царь: жив Господь! не падет и волос сына твоего на землю.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Израиль халӑхӗ Гедеона каланӑ: эсӗ пире мадиансен аллинчен хӑтартӑн, ҫавӑнпа пирӗн пуҫ пул, ывӑлу та, ывӑлун ывӑлӗ те пире тытса тӑччӑр, тенӗ.

22. И сказали Израильтяне Гедеону: владей нами ты и сын твой и сын сына твоего, ибо ты спас нас из руки Мадианитян.

Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Анчах сыхлан, чунна тимлӗн упра, ху куҫупа курнӑ ӗҫсене манса ан кай, мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех вӗсем сан чӗрӳнтен ан тухчӑр; вӗсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлусене, ывӑлун ывӑлӗсене каласа пар, 10. ху Хорив тӑвӗ патӗнче [пуху кунӗнче] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче тӑни ҫинчен каласа кӑтарт; ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман патӑма халӑха пух, Эпӗ вӗсене Хамӑн сӑмахӑмсене пӗлтерӗп; ҫав сӑмахсене итлесе вӗсем хӑйсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑма вӗренӗҫ, ачисене те вӗрентӗҫ, терӗ.

9. Только берегись и тщательно храни душу твою, чтобы тебе не забыть тех дел, которые видели глаза твои, и чтобы они не выходили из сердца твоего во все дни жизни твоей; и поведай о них сынам твоим и сынам сынов твоих, - 10. о том дне, когда ты стоял пред Господом, Богом твоим, при Хориве, [в день собрания,] и когда сказал Господь мне: собери ко Мне народ, и Я возвещу им слова Мои, из которых они научатся бояться Меня во все дни жизни своей на земле и научат сыновей своих.

Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Хӑвӑн кинӳн ҫарамасне ан уҫ: вӑл ывӑлун арӑмӗ, унӑн ҫарамасне ан уҫ.

15. Наготы невестки твоей не открывай: она жена сына твоего, не открывай наготы ее.

Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех