Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шӑпан сăмах пирĕн базăра пур.
Шӑпан (тĕпĕ: шӑпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сан ҫулта Эп хам та пулнӑ-ҫке; паллатӑп Шӑпан пит хытӑ аллине.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах тӗл пулу кунӗ валли вӑл хӑйне тивӗҫтерекен, этем шанчӑкӗн чӗрӗлӗхне сӑнласа паракан йышӑну хатӗрлерӗ: Анна ун умӗнче тӑнӑ чухне шӑпан сулмаклӑ ҫапӑвӗ Аннӑна та хӗрхенменни пачах та иккӗлентермест тӗк, вӑл вара, Рен, арӑмне курмасть тӗк — ҫак самантрах хӑйне хӑй вӗлерет.

Однако ко дню встречи он приготовил решение, характерное живучестью человеческих надежд: убить себя в самый последний момент, когда не будет уже никаких сомнений, что удар судьбы не пощадит и Анну.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.

Анчах Африка континенчӗн хӑш пайне илсе ҫитерчӗ-ха вӗсене шӑпан ӑнлантарса пама май ҫук ӑнсӑртлӑхӗ?

Но в какую часть Африканского континента забросила их необъяснимая роковая случайность?

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Макҫӑм пичче шухӑшӗпе, ачана пӳрнӗ пултарулӑхне малашне унӑн — Макҫӑмӑн — аталантармалла, хӑйӗн ӑс-тӑн тата витӗмлӗх вӑйӗпе суккӑр шӑпан тӗрӗсмарлӑхне пӗтермелле, пурнӑҫшӑн кӗрешекенсен ретне хӑй вырӑнне ҫӗнӗ никрут тӑратмалла — ҫак ӗҫе унсӑр пуҫне никам та тума пултараймасть.

И дяде Максиму казалось, что он призван к тому, чтобы развить присущие мальчику задатки, чтоб усилием своей мысли и своего влияния уравновесить несправедливость слепой судьбы, чтоб вместо себя поставить в ряды бойцов за дело жизни нового рекрута, на которого, без его влияния, никто не мог рассчитывать.

VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Халь кам хӑй шӑпи ҫине тарӑхать, тӳрех: «Суятӑн, шӑпан тилхепи хӑвӑн аллӑнта! тетӗп. Ӑна ӑҫталла туртатӑн, сана вӑл ҫавӑнталла илсе пырать», — тетӗп.

Теперь, кто ежели на судьбу жалуется, скажу: «Врешь, в твоих руках от судьбы вожжи! Куда ты правишь, туда она тебя и везет».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Шӑпан — хӑйӗн кукрашки-макрашки.

Куҫарса пулӑш

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех