Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шывне (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шывне те савӑчӗсене ҫумасӑрах ярса панӑ иккен Варвари.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Экологи тӗлӗшӗнчен пӑхсан, Етӗрнери свалкӑна рекультивацилессине, Шупашкарӑн тӗп пайӗнче ҫумӑр шывне тасатакан сооружение хӑпартассине вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

Улӑпла стройка ӑна ҫав тери илӗртӳллӗ пурнӑҫа ҫавӑрса кӗртнӗ, Атӑл хӗрринчен инҫетри ялта ҫуралса ӳснӗ Василий вырӑс ҫӗрӗн аслӑ шывне ӗмӗрлӗхех юратса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Юхса каякан шывне канав тӑрӑх тепӗр хут пымалла тусан, ҫуркуннепе кӗркунне кӑна мар, ҫӗрӗн-кунӗн, хӗлӗн-ҫӑвӗн арман кӗрлесе ларӗ, ҫӑнӑх юхса тӑрӗ, арӑмсем пулӑпа какай ҫиме пире валли ҫӑкӑр пӗҫерсех тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Ку халь эп ӗҫлекен ҫил арманне ҫуркунне Сурӑм шывне тӗксе ямалла.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Матви тӑвӑрланӑ хӑяр шывне чӗрес хӗрринчен ӗҫрӗ те каллех выртрӗ, ывӑлӗ вуласа кӑтартнӑ кӗнеке пирки шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ват йӑмра айӗнчи шӑнкӑрти ҫӑлкуҫран Тулли ывӑҫ ӑсса тӑр шывне, Ҫӑлтӑр пек куҫӗпе пӑхайса куҫӑмран Ӗҫтеретчӗ мана ир енне!

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

Вӗсем кӗтӳ хӑваланӑ хыҫҫӑн, сывлӑм шывне ҫара уран сирпӗтсе, хаваслӑ куллисемпе урама янӑратса килелле чупатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫиме те пӗрре-иккӗрен ытла ҫимен, хӑнӑхман япала часах варвиттине ертетчӗ, вара пӑрҫа ҫинчен манса типӗтнӗ ҫӗмӗртӗн йӳҫӗ шывне ӗҫме тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

— Татьяна аппа, шывне хам кӳрсе паратӑп!

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

22 талӑк силленсе пынӑ хыҫҫӑн салтак службине Сахалин утравне ҫитрӗм, Лӑпкӑ океан шывӗнче ишсе куртӑм, Байкал кӳллине кӗрсе ун шывне те тутанса пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen

Шывне вӗретме ӗлкӗрӗпӗр-ха.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эсӗ унччен хуранай чӗртсе шывне вӗрет-ха эппин.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шывне вӑл тӑруках чашлаттармарӗ-ха, виҫеллӗ усӑ курса сапрӗ, унтан аллисемпе мачча ҫинчи тӑпрана сирпӗтме пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Кукша Антун, кайса ярсамччӗ пире Палас шывне!

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавсем пӑтратасшӑн Юнкӑ шывне

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Булак шывне, Кабан кӳллине асӑнатчӗҫ ялан тутарсем, Хусан пасарне мухтатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӑл шывне тӗрлӗ курӑк, ҫич-сакӑр уланкӑ ярса витре тулли пулӑ яшки вӗрет те ӑш каниччен лӗрӗплеттер.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аквариумри малтанхи ӑшӑ шывне тӑкса кӑшт ҫеҫ хӑвартӑмӑр та, ҫӑлтан ӑснине, сиввине тултарма тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Пур-ҫук шывне сирпӗнтеркелесе, Альберт каялла ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех