Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шупашкарсем (тĕпĕ: шупашкар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах куславккасем, хӗрлӗ чутайсем, сӗнтӗрвӑррисем, шупашкарсем планпа палӑртнин 70 процентне те пурнӑҫламан-ха.

Куҫарса пулӑш

Ака вӗҫленнӗ хуҫалӑхсем те пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61152

Э-э, Шупашкарсем те килнӗ тем?

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑмлана вӑрнарсемсӗр пуҫне сӗнтӗрвӑррисем, вӑрмарсем, ҫӗрпӳсем, шупашкарсем тата етӗрнесем ҫитӗнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Шупашкарсем кинофестиваль йӗркелӳҫисене хисеплесе уяв концерчӗ хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Мӗншӗн вӑрах тӑсаҫҫӗ ӑна шупашкарсем?

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Февраль уйӑхӗнче кӑна пире шупашкарсем чӑвашла ӳкернӗ ҫӗнӗ кинолентӑсемпе паллаштарса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ытлашши ҫӑвар» ятлӑ кино ӳкерес килет // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... eres-kilet

Шупашкарсем ӑшшӑн йышӑннипе хавхаланнӑ «Хусан чӑвашӗсен» лидерӗ вӗсене ырӑ хыпарпа савӑнтарчӗ: «Ҫуркунне тепре тӗл пулӑпӑр-ха!»

Куҫарса пулӑш

Мӑн асаттесен вӑй-хӑвачӗ — «Хусан чӑвашӗсенче» // Олег АЛЕКСАНДРОВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Шупашкарсем тӗлӗнтерме пӑрахмаҫҫӗ, мӗн-тӗр ҫӗннине, пуҫа шӑнӑҫайманнине шутласа кӑларсах тӑраҫҫӗ.

Чебоксарцы не перестают удивлять, выдумывают что-нибудь новое, не укладывающееся в голове.

Чебоксарик. Ӑҫта логика? // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... cta-logika

Шупашкарсем валли те савӑнмалли тупӑннӑ.

И для чебоксарцев нашелся повод для радости.

Пилӗк ҫӗршывра кӑтартакан телекӑларӑма Шупашкарта ӳкерме пултараҫҫӗ // Никита Сурский. https://chuvash.org/news/18343.html

Пӗр «Приорӑна» ултавҫӑ пиччӗшӗ патӗнчен илсе тухнӑ хыҫҫӑн вырӑнти полиципе пӗрлех Шупашкарсем Грознӑя таврӑннӑ.

После того как одну "Приору" вывезли от брата мошенника, чебоксарцы вместе с местной полицией вернулись в Грозный.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

«Шупашкарсем гимн юрланине астумастӑп. Ленӑна ҫынсем юратни, унпа мӑнаҫланни тӳрех курӑнать. Хӑйнеевӗрлӗ флешмоб ку. Пирӗн командӑна Олимпиадӑна хутшӑнса унтан ҫӗнтерӳпе таврӑнма хавхалантарниех вӑл», — терӗ Юрий Борзаковский.

"Не помню, чтобы чебоксарцы исполняли гимн. Сразу заметно, что Лену любят и гордятся ей. Это своеобразный флешмоб. Это вдохновляет нашу команду вернуться с Олимпиады победой" - сказал Юрий Борзаковский.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

«2010 ҫулта унта ӗҫсем чарӑнсах ларнӑччӗ. Эпӗ банк ертӳҫисемпе пӗрре кӑна мар курнӑҫнӑ — ӗҫ-пуҫа йӗркелеме пултартӑмӑр. ВТБ ҫухатӑвӗ те пысӑк пулмарӗ. Куншӑн тавах. Халӗ Ҫӗнӗ хулара строительсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫитес ҫулсенче Шупашкар Ҫӗнӗ Шупашкарпа та пӗрлешӗ. Чӑн та, администраципе территори чикки юлӗ — Шупашкарсем пӗрлешес кӑмӑллӑ пулин те химиксен хулинче пурӑнакансем хирӗҫлерӗҫ. Пӗрлешнӗ-тӗк — 600 пин ҫынлӑ хула пулатчӗ, пысӑкрах хулан вара майӗсем те анлӑрах».

Куҫарса пулӑш

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Шупашкарсем ҫеҫ мар, республикӑра пурӑнакансем кӑна та мар, тулай чӑвашӗсем те унпа курнӑҫма, канашлама тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫӗнӗ Шупашкарсем пӗрремӗш сезонтах Чӑваш Ен чемпионатне хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех