Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӗлхем (тĕпĕ: чӗлхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепри «Вӑрӑм чӗлхем — хамӑн тӑшман!» тесе асӑрхаттарать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗлхем сӳтӗлсех кайрӗ, ҫу хыпнӑ пек, пыл юхнӑ пек, сӑмах ҫӑмхи сӳтет те сӳтет…

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

— Ҫитменнине эпӗ ҫын умне тухса калаҫса та курман, чӗлхем пуклак.

Куҫарса пулӑш

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Унта Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи ватӑ тата сусӑр ҫынсене стационар пулӑшӑвӗ паракан уйрӑмӗн заведующийӗ Антонина Осипова Митта Ваҫлейӗн «Тӑван чӗлхем» сӑввине пӑхмасӑр илемлӗ калани питӗ килӗшнӗ-тӗр: 30 ҫултан аслӑрах конкурсантсен йышӗнче II степень Дипломпа чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

Мода ҫинчен шухӑшланипе эпӗ туй-ҫуй ҫинчен сӑмах пуҫараймарӑм — чӗлхем ҫаврӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Хӑранипе, ал-урам шак хытрӗ, чӗлхем ҫӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул урамра сӑмса юхтарса чупнине ас турӑм: «Ҫук, Орлов мар эпӗ», — тесшӗнччӗ, анчах чӗлхем ҫыхланнипе: «Ҫук, Орел мар эпӗ», — тесе мӑкӑртатрӑм ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тек ырлама хӑймасть чӗлхем.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ах, алӑкна, чӗрем, ан питӗр, Ан ҫыхӑн тӑлӑ пек, чӗлхем».

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӑваш ҫыравҫисен произведенийӗсене вулассипе иртекен конкурсра, «Тӑван чӗлхем — чӑваш чӗлхи» сочиненисен конкурсӗнче, «Туслӑх хӗлхемӗ» наци культурин фестивалӗнче, «Упрар тӑван чӗлхемӗре» конкурсра, тӗрлӗ викторинӑсенче, интернет-олимпиадӑсенче малти вырӑнсене ҫӗнсе илеҫҫӗ, Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫеҫҫӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн предметне юратакан вӗрентекен ӗҫре ӑнӑҫуллӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9193-kh-j-n- ... n-re-n-ull

Манӑн чӗлхем малалла та янӑрасса шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи // Кристина ЕРЕМЕЕВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10977 ... sh-ch-lkhi

Манӑн чӗлхем — манӑн тӑшман!

Язык мой — враг мой!

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сирӗн чун-чӗрӗр юлашки кӑмӑла ӑнланатех, ҫак кӑмӑла уҫса памашкӑн манӑн чӗлхем тивӗҫсӗр те, кӑнттам та!

Ваше сердце поймет это последнее желание, для которого слишком недостоин и груб мой язык, чтобы я мог его выразить!

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Темӗскер каласшӑнччӗ, анчах савӑннипе чӗлхем карланкӑна шалах сиксе хӗсӗнчӗ те — ӑна унтан туртса кӑларма, ахӑртнех, хӗскӗч кирлӗччӗ.

Хотелось что-то сказать, но язык на радостях ускочил так далеко в глотку, что вытащить его оттуда требовались, пожалуй, клещи.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

— Эпӗ кӑшкӑрасшӑн, бак чанне ҫапасшӑн, анчах чӗлхем мана шуйттан пирӗштие парӑннӑ евӗр пӑхӑнмасть.

— Я хотел крикнуть, ударить в баковый колокол, но язык мой слушался меня как черт — ангела.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Тӑван чӗлхем — чӑваш чӗлхи, Хушса пырса хӗрӳлӗхе, Чӑваш вӑрманӗ пек хунатӑр!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 9 с.

Тӑван чӗлхем — чӑваш чӗлхи, Ҫирӗплетет вӑл пӗрлӗхе.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 9 с.

Тӑван чӗлхем — чӑваш чӗлхи, Чӑваш эрешӗ те тӗрри.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 9 с.

Тӑван чӗлхем — чӑваш чӗлхи, Чӗре юрри, хайлав юххи, Ман юнӑм та ман тус-юлташӑм.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 9 с.

Тӑван чӗлхем — чӑваш чӗлхи, Вӑл нимӗнрен те чи пахи.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 9 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех