Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӑт сăмах пирĕн базăра пур.
Чӑт (тĕпĕ: чӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑт, чӑт, тӑван, чӑт, тӑван, Чӑт, чӑт, тӑван, чӑт, тӑван, Сана чӑтма лартнӑ вӗт…

Терпи, терпи, родной, терпи, родной, Терпи, терпи, родной, терпи, родной, Тебя ведь посадили терпеть…

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Чӑт, чӑт, тӑван, чӑт, тӑван, Эпир тухса кайиччен.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑй вара ҫав вӑхӑтра, хӑй те сисмест пулӗ ҫав, «Чӑт-чӑт, тӑван, чӑт, тӑван, пире чӑтма тунӑ вӗт» юрра юрласа ярать.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чӑт, чӑт!

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Инҫе мар ӗнтӗ, чӑт, чӑт, Иливан, — йӑпатасшӑн пулчӗҫ аслӑраххисем йӗкӗте.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире хирӗҫ тӑтӑн пулсассӑн чӑтмаллине чӑт.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑт, Хӗлимун, чӑт.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кунта илтнӗ хыҫҫӑн, хурчка чӑтса тӑраймарӗ: — Ну, чӑт ӗнтӗ халь! — тесе ҫухӑрса ячӗ.

Услышал это стервятник, не выдержал и заревел: — Ну, берегись теперь!

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Чӑт эс, епле те пулсан чӑт, хӑвала ҫав шухӑша!

Ты крепись душой — ты: мысль-то эту гони!

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Чӑт, темле пулсан та чӑт, — юлашкинчен вӗҫлерӗ вӑл хӑй сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив

Чӑт ӗнтӗ пӑртак, Кӗҫени, чӑт.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӑт, епле те пулин чӑт, ан кала, хӗрӗм.

Терпи, но молчи, милая.

II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Чӑт, мӗншӗн тесен чӑтма тивӗҫлӗ…

— Держись, потому что должен…

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

«Чӑт, Антоныч, — чӑт, ан ӳк урунтан, — шухӑшлать ырӑ кӑмӑлпа Хома, Антонычӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче тӑрса; лешӗ ӳкес-тӑвас пулсан, вӑл ӑна хӑйӗн аллисем ҫине тытса илме хатӗр.

«Стой, Антоныч, стой, держись на своих двух, — дружелюбно думал Хома, остановившись за спиной Антоныча, готовый подхватить его на руки, если тот будет падать.

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Кам та пулин сасартӑк йӑл кулса: «Чӑт, Маклай, чӑт! Эпир санпа пӗрле! Эпир сана шанатпӑр! Эпир сана кӗтетпӗр!» тесе каласан.

Чтобы кто-нибудь вдруг улыбнулся и сказал: «Терпение, Маклай, терпение! Мы с тобой! Мы в тебя верим! Мы тебя ждем!»

Ҫӗрле // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Чӑт, йытӑ, чӑт! — кӑшкӑрчӗ Джек; йытӑ, унпа калаҫнӑ евӗр, вӗрсе тӑчӗ.

— Держись, собачка, держись! — кричал Джек; собака продолжала лаять, словно отвечая ему.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ара! чӑт, чӑт! — терӗ вӑл тарӑхнипе.

«Да! терпи, терпи!» произнес он с досадою.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Чӑт, чӑт, ывӑлӑм!

— Крепись, сынок!

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑнпа чӑт, тӳс, асӑрхануллӑ пул!

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Чӑт.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех