Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чипер сăмах пирĕн базăра пур.
Чипер (тĕпĕ: чипер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чуп-чуп чуптума чипер ача кирлӗ, Халь те чипер, халь те чипер, Тата чипер кирлӗ…

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анчах ҫынна чипер сӑнпит ҫеҫ мар, чипер ӑс-пуҫ, чипер шухӑш-туйӑм, чипер кӑмӑл кирлӗ, пурнӑҫ ҫине, ытти ҫынсем ҫине чиперрӗн пӑхни, чӑнлӑхпа тӗрӗслӗхе юратни, ултавпа суяна курайманни.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чипер пулмасан, епле пултӑр, чипер арҫыннӑн арӑмӗ те чипер пулмасан, мӗнле пулмалла?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Елена пуҫне кӑларчӗ: «Чипер юлӑр, атте, Андрей Петрович, Павел Яковлевич, пурте чипер юлӑр, чипер юл, Россия!» терӗ те каялла таянчӗ.

Елена выставила голову, промолвила: «Прощайте, папенька, Андрей Петрович, Павел Яковлевич, прощайте все, прощай, Россия!» — и откинулась назад.

XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Чиперччӗ-и ҫут уйӑх, чипер-и уйӑх ҫурли, Чипер-и уяр тӳпе, чипер-и йӑлтӑр ҫӑлтӑр, Чипер-и, хӗрпе каччӑ, чипер-и, уйрӑлман-и-ха, Чипер лараҫҫӗ ҫуммӑн, чипер тек калаҫаҫҫӗ, Чипер-и тулли витрисем, чипер-и шывӗ пӑрланнӑ, Чипер-и кӗвенти, чипер-и вӗрене кӗвенти, Чипер-и, хӗрпе каччӑ, чипер савӑшаҫҫӗ-и.

Добро-ле, ясный месяц, добро-ле, рог свой выставил, Добро-ле, звезды небо, добро-ле, сплошь осыпали, Добро-ле, парень с девушкой, добро-ле, не расходятся, Добро-ле, сидят рядышком, добро-ле, все беседуют, Добро-ле, вода в ведрах, добро-ле, льдом покрылася, Добро-ле, коромысло, добро-ле, встало явором, Добро-ле, парень с девушкой, добро-ле, все милуются.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чипер курнаҫрӑр-и, чипер-и паян каҫпа, Чипер-и урамра та, чипер-и тӗттӗм урамра, Чипер лартӑр-и, чипер калаҫрӑр-и.

Добро-ле, повстречалися, добро-ле, как-то вечером, Добро-ле, да на улице, добро-ле, темной улице, Добро-ле, да сидели, добро-ле, говорили.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чипер кайса, чипер таврӑнмалла пултӑр…

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл хӗр чухнехи пекех чипер, тен, тата чипертерех те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Чипер кайса чипер килӗр! — ал сулса кӑшкӑрчӗҫ ҫыран хӗрринче тӑракансем.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чипер ҫав вӑл, чипер.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс чипер-и, эп чипер, Санран чипер тата пур, Чи чиперри кунта-мӗн, — Сик-тух!

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чипер ҫитсе чипер таврӑнмалла пултӑр.

чтобы все закончилось благополучно.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чипер кӗсле, чипер.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан вӗсене, Карамышпа иккӗшне, III Василий ҫывӑх ҫынни шутланакан чаплӑ княҫа чипер кӗтсе илсе, чипер ӑсатма хушса янӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗр сӑнӗ самантрах тата тӗлӗнмелле улшӑнчӗ; унччен чипер пулнӑскер, — халӗ вӑл чипертен те чипер; хӗрарӑмӑн пурӑнас килеслӗхпе тапса тӑракан, савӑнӑҫлӑ сӑн-пичӗ.

Мгновенно и чудесно изменилось ее лицо: прекрасное раньше, оно было теперь более чем прекрасным, — радостным, страстно живущим лицом женщины.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Чипер мар ҫав, Анна Ильинична, чипер мар.

— Не хороши ваши дела, Анна Ильинична, не хороши.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Мила чипер, ытлашши, виртленӗ пек чипер.

Милочка вызывающе, излишне красива.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Эсӗ тӗрӗс калатӑн, мӗскӗн ачамҫӑм; эпӗ чиперех марччӗ… анчах халӗ ӗнтӗ яланах чипер пулӑп, сан ҫинчен ҫеҫ шухӑшласа пурӑнӑн.

— Ты права, бедная малютка, я была нехорошей… но больше не буду, я буду всегда хорошей, буду думать только о тебе.

Юлашкинчен калани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Чипер калаҫ, хӗрӗм, чипер калаҫ! — хӑраса ӳкет маляр.

— Что ты, что ты! — пугается маляр.

Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Чипер кӑна пит-куҫлӑ, пысӑк ҫамкаллӑскер, илемлӗ сӑмсаллӑ, тути-ҫӑварӗ пӗчӗккӗ, пысӑк кӑна хура куҫлӑскер, ҫав хӗрарӑм калама ҫук хӳхӗм те чипер курӑнать.

Правильные черты лица, высокий лоб, тонкий красивый нос, маленький рот и большие черные живые глаза — все в этой женщине дышало неизъяснимым очарованием.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех