Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чейне (тĕпĕ: чей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курасчӗ-ха вӗсене ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн! — кружкӑри матрӳшке чейне сыпа-сыпа калаҫрӗ Мария Тимофеевна, ял Советне кайма хатӗрленсе.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Капла та вилет, терӗ те шӑмми-шакки ҫеҫ юлать мӗскӗнӗн, — текелесе вӗри чейне вӗре-вӗре ӗҫет Петрук.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Акӑ мӗн, ырӑ хуҫа, чейне кайран та ӗҫӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрхи ытарма ҫук пейзажсем, пысӑккисемпе ачасем хушшинчи мечӗкпе вылянисем, Р.В. Тиманкин ертсе пынипе кимӗ ҫинче ярӑнса ҫӳрени, уҫӑ сывлӑшра тутлӑ апат ҫини, усӑллӑ иван-чай чейне ӗҫни, пӗр-пӗринпе хутшӑнса калаҫни пурте вӑрах асра юлӗҫ.

Восхитительные пейзажи осени, игры с мячом между взрослыми и детьми, катание на лодке под руководством Тиманкина Р.В., обед на свежем воздухе со вкусным и полезным Иван чаем, неформальное общение оставили у всех незабываемое впечатление.

Кӗрхи шӑматкун питӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ln-3454134

Кружкӑпа панӑ сахӑрсӑр чейне вӑл ҫав пылакӗ пӗтнӗ ҫырла шӑммине ӗмсех аран-аран ӗҫсе ячӗ, йӑлт тара ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Унтан, чейне сыпа-сыпа илнӗ май, хуллен, лӑпкӑн калаҫса каять:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл, ман пекех чӳречерен пӑхса, чейне кӗмӗл кашӑкпа вӑрах, чӗнмесӗр пӑтратать, шӑплӑхра ҫӳхе куркана янратать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халь ҫулла чейне те лаҫӑра вӗрететпӗр, апатне те лаҫра пӗҫеретпӗр, пӳрте кӗменпе пӗрех…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑй пӗҫернӗ яшкана вӑл кирек хӑҫан та киленсе ҫиекенччӗ — хальхинче ирӗксӗртереххӗн, сӳрӗккӗн сыпкаларӗ, чейне кӑна ытти чухнехинчен нумайрах ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Те ҫавна пула, пиллӗкмӗш стаканри чейне ӗҫсе пӗтермесӗрех вӑл алӑк патнелле таплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫи-ха, ҫи, чейне ӗҫ, — чечеклӗ торт татӑкне вӑйпах каччӑна тыттарчӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Вӑт халӗ утиялпа лайӑххӑн витӗнсе вырт ӗнтӗ, — терӗ Лена, кинемей чейне ӗҫсе пӗтерсен.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑймине сылтӑм енне ларт, чейне сулахая.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

— Эпӗ санӑн чейне тиркеместӗп.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ӗҫ часрах чейне, Хайрулла пичче.

— Пей скорее, дядя Хайрулла.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Чейне эп ӑна ахаль парсан та ӗҫместӗп-ха.

— Да мне твой чай даром не нужен.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чейне ӗҫме мар, вӗсем ун тӗсне те курман.

Они не то что чай пить, а в глаза не видали.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ӗҫ ҫинчен кайран та калаҫӑр, чейне ӗҫӗр-ха.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— «Чейне тепӗр курка тултарса парам-и?» — тесен: «Кукӑль таткине хӑварма аван мар, — тенӗ, тет, тӑхлач. — Тепӗр курка ӗҫес пулинех».

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пӗр кукӑльне ҫисе яриччен, пӗр курка чейне ӗҫсе те янӑ, тет, кӳршӗ хӗрарӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех