Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чатӑрӗсемпе (тĕпĕ: чатӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
29. Чатӑрӗсемпе кӗтӗвӗсене туртса илӗр, тумтирне, япалисене, тӗвисене ярса илӗр, «пур енчен те сехре хӑппи!» тесе кӑшкӑрӑр вӗсене.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Исав ывӑлӗсемпе Аммон ывӑлӗсем вара ҫӳлелле хӑпарнӑ та Дофаима хирӗҫ выртакан сӑртлӑха йышӑннӑ, вӗсен пӗр пайне кӑнтӑр еннелле тата Мохмур юхӑм шывӗ хӗрринче ларакан Хус ҫывӑхӗнчи Екревиль текен вырӑнӑн тухӑҫ енне янӑ; ытти Ассири ҫарӗ айлӑма вырӑнаҫнӑ та пӗтӗм ҫӗр питне хупланӑ: вӗсен йышлӑ халӑхлӑ чатӑрӗсемпе лавӗсем таҫта ҫитиех тӑсӑлнӑ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара Моисей каланӑ: [ҫакна эпӗ] хамӑн ирӗкӗмпе туманнине, ҫак пӗтӗм ӗҫе тума мана Ҫӳлхуҫа янине эсир акӑ ҫакӑнтан пӗлетӗр: 29. вӗсем ытти ҫынсем пекех вилес пулсассӑн, вӗсене тивес хаса ытти ҫынсене тивекен хаса пекех пулсассӑн, мана Ҫӳлхуҫа яман; 30. эхер те Ҫӳлхуҫа нихӑҫан пулманнине кӑтартсассӑн, ҫӗр ҫурӑлса кайса вӗсене [килӗ-ҫурчӗпе, чатӑрӗсемпе пӗрле], вӗсен мӗн пуррине пӗтӗмпех ҫӗр ҫӑтас пулсассӑн, вӗсем чӗрӗллех ҫӗр тӗпне анса каяс пулсассӑн — пӗлӗр вара: ҫак ҫынсем Ҫӳлхуҫана сума суман ҫынсем пулнӑ, тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1