Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗрсе (тĕпĕ: хӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Председатель ҫынсемпе вӑрҫса туллашса чӗтрене еретчӗ те «эпӗ нервнӑй больной!» тесе ҫуйӑхатчӗ, ҫӑва тухсанах вара, хӗрсе ӗҫ пынӑ вӑхӑтра, колхоз укҫипе икшер уйӑха курорта туха-туха каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Россия халӑхӗ революци ҫулӑмӗ, граждан вӑрҫи вучӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин хӑрушла ҫил-тӑвӑлӗ витӗр, вӗри тӑхлан ҫумӑрӗсем айӗн ҫӗнтерсе, хурҫӑ пек хӗрсе, тӗрекленсе тухрӗ, вӑл ҫавӑнпа хурҫӑ шӑнӑрлӑ, вӑйлӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫав вӑхӑтра больница вестибюлӗнче Николай Ананьевичпа хӗрсем хӗрсе кайсах калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Юптаратӑн, Савельич! — хӗрсе кайма тӑнӑ Алексей, анчах часах лӑпланнӑ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Ма кирлӗччӗ сана полковник, Хумкка хӑта? — ыйтрӗ Ҫимун, самай хӗрсе ҫитнӗ Хумкка ҫине тӗлӗнсе пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ташлаҫҫӗ хӗрсе кайнӑ ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсе кайрӑм ун чух, — пуҫне чикрӗ Петрук, председатель ҫине пӑхмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Колхоз хирӗсенче те, килти пахчасенче те халӑх хӗрсе кайса ҫӗрулми кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ылтӑн Петрукӗ сӑмахпа чараймарӗ вӗсене — пушар пичӗкинчен пӗр витре шыв ӑсса илчӗ те хӗрсе кайнӑ хӗрарӑмсем ҫинелле чашлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсе кайнӑ Кулюкка вӗсем патне ҫавраҫил пек пырса кӗрет те алла лекнӗ картсене сӗтел ҫинчен урайнелле шӑлса ывӑтать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсе кайса тавлашнӑ вӑхӑтра вар енчен тусан тустарса тӑрантас килсе чарӑннине пӗри те асӑрхаман.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗрнӗ сухан ҫырткаласа ӗҫнӗ май калаҫу хӗрнӗҫем хӗрсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урамра йӗркеленсе тӑрсанах, чиркӳре хӗрсе калаҫнӑ салтака полицайсем стройран туртса та кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсе кайнипе чӑматанӗпе кутамкки ҫинчен мансах кайнӑччӗ-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумккапа Хура Ҫимун хӗрсе кайса калаҫса ларнӑ вӑхӑтра Мускав енчен темле пуйӑс хашлатса килсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсе ҫитнӗ хӗвел, ҫуллӑ ҫатмари ҫӑмарта сарри пек ҫуталса кайнӑскер, сапалать те сапалать хӗрӳ ӑшшине мӗнпур таврана.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ытлашши хӗрсе ан кай тархасшӑн, хамӑрӑн ситуацие ҫиччас ӑнлантаратӑп, — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Кунӗпе хӗвел ҫинче хӗрсе ларнӑ шкул стенисем ҫывӑрма выртсан та пире канӑҫ памастчӗҫ, пӑчӑ аптӑрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Пӗр кӗтесре выльӑхчӗрлӗх сутаҫҫӗ иккен, тепринче — апат-ҫимӗҫ, кашни ҫӗр лаптӑкӗ ҫинчех суту-илӳ хӗрсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ҫитменнине тата хӗвелӗ васкасах ҫӳлелле хӑпарать, йӑранӗсем хӗрсе пыраҫҫӗ, ҫара тяппасене вӗри ҫӗр ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех