Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑшпӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑшпӗр (тĕпĕ: хӑшпӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна туянма хӑшпӗр аграрисем заявкӑсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Хӑшпӗр суйлав участокӗсенче халӑх питех те хастар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларса аталанушӑн тимлӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11310-kh ... h-n-timl-c

Йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑка пула хӑшпӗр хуҫалӑхра пиҫсе ҫитнӗ сар тыррине те пӗтӗм лаптӑкран пухса кӗртеймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Суйса хыпарланине пула хӑшпӗр наци ҫыннисем чутех хирӗҫӳллӗ лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкмен.

Куҫарса пулӑш

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

Хальхи вӑхӑтра интернет уҫлӑхӗнчи хӑшпӗр пӗлтерӳсем суя.

Куҫарса пулӑш

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

Паянхи куна, акӑ, Росреестрӑн Пӗрлӗхлӗ реестрӗнче хӑшпӗр объектсем ҫинчен информаци пур, харпӑрлӑхҫисем ҫинчен вара сведенисем ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кая хӑварма юрамасть // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11568-ka ... a-yuramast

Вырӑнсенчен пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх должноҫне йышӑнмалли кандидатсене суйласа илмелли конкурс комиссийӗсен али витӗр хӑшпӗр муниципалитетра теҫетке ҫурӑ, тепӗр чухне ытларах та кандидат тухать.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Правительство ҫуртӗнче хӑшпӗр муниципалитет ӗҫӗпе кӑмӑлсӑрри туйӑнатчӗ, ротаци, тӗрӗссипе, вӑхӑт ыйтӑвӗ кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Пӑртас, Кивьял Хапӑс, Рункӑ, Ҫӑлкас Кӑкшӑм, Хурӑн Кӑкшӑм, Чалӑм Кӑкшӑм, Вӑрман Кипек, Ҫӑкаллӑ Явӑш, Пӑваяль, Кив Шуртан, Вӑрманкас, Утар, Енӗш, Уравӑш, Ҫарӑклӑ, Мӑн Явӑш, Кив Сӑрьел, Мӑньял Хапӑс, Ершепуҫ, Кӳстӳмӗр, Шӗнер Ишек, Сӑкӑт ялӗсенче, Вӑрнарти Центральная, Ягодная, Запрудная, Молодежная, Апнерка тата ытти хӑшпӗр урамсенче электричество линийӗсем йӗркесӗре тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ытамӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11755-p- ... -ytam-nche

Савӑнма та сӑлтавӗ пур - хуҫалӑхри хӑшпӗр хуралтӑсен ҫӗкленӗвӗнче ун тӳпи те пур-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Ку кӗске хыпар-пӗлтерӳре эпӗ хӑшпӗр юмаха ҫеҫ асӑнтӑм, кӗнекере вара вӗсем пурӗ 41.

Куҫарса пулӑш

Юмах ярса юптарас тетӗр-и? // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

- Унта хӑшпӗр ҫӗнӗлӗх кӗртме сӗнетӗп.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Кунсӑр пуҫне хӑшпӗр районсенче пӑр ҫунӑ, ҫавна пула пушхирти шыв пӑрпа хутӑш юхма пуҫланӑ.

Кроме того, в ряде районов выпал град, вследствие чего вода в пустынных реках смешалась с льдинками.

Сауд Аравинчи пушхирте кӳлӗсем йӗркеленнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33510.html

Маститпа, бруцеллезпа, туберкулезпа, лейкозпа, ытти хӑшпӗр чире пула йӑмшакланакан ӗне сӗтне завода леҫме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

«Хӑшпӗр» йышши сӑмахсем пурнӑҫран йӑлт ҫухалаҫҫӗ, теприсем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем вара каялла таврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Пирӗн хӑшпӗр стариксем Начарланчӗҫ пӗтӗмпех, Кайран вара вӗсене Пӑчӑхтарчӗҫ сӗрӗмпе.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Хӑшпӗр самантра тата, таврари ырлӑха туйнӑран-и тен, тӳрленсех ҫитеймен сурансем те ыратма чарӑнаҫҫӗ пек…

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Ухтиван ӑслӑ, ват ҫын пек йӗркеллӗ, ытти хӑшпӗр ачасем пек пуҫтах мар, ҫынсене хӗрхенет.

Уж и умный-то Ухтиван, и степенный как старец, а не ветрогон, как другие парни, и до людей сердолюбый, жалостливый…

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫак кунсенче эпӗ архиври хӑшпӗр хутсемпе паллашма ирӗк ыйтасшӑнччӗ.

Именно об этом я и хотел просить вас: разрешите мне посидеть в архивах.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл тарӑн мар, хӑшпӗр ҫӗрте чӗркуҫҫи тарӑнӑшӗ те ҫук пулӗ, анчах ҫӑл шывӗ пек тӑрӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех