Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хыпаланнӑран (тĕпĕ: хыпалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кантра унӑн чунне кӑларчӗ, чӗри тапма чарӑнчӗ; Моргиана тӗрӗсех палӑртса хунӑ, анчах ӑнсӑртлӑх тата тӗрӗсрех килсе тухрӗ; вӑл — пирӗн ӑса алӑк патӗнче сыхласа тӑракан кушак евӗр; унран — хыпаланнӑран — шанчӑклӑн утакан ура такӑнни пулкалать.

Шнурок доконал ее, вызвав паралич сердца; расчет был точен, но еще точнее была случайность, подстерегающая ум наш, как кошка у входа, за которую, торопясь, запнулась уверенно шагающая нога.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫакна ас туса Джесси алӑка шӑппӑн уҫрӗ, тумланма чупса тухрӗ, сехӗрленсе ӳкнӗрен тата хыпаланнӑран хусканӑвӗсем тӗлсӗр, тӗрӗс мар, ҫавӑнпа та вӑл мӗн тунине тепӗр чух хӑй те ӑнкармасть.

Помня это, Джесси тихо открыла дверь и побежала одеться, от страха и торопливости ее движения были бестолковы, неверны, и она не все время точно соображала, что делает.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫамрӑк ҫын, ахӑртнех, малалла кайма хыпаланнӑран хисепсӗртереххӗн калаҫрӗ.

Может быть, он употребил не те выражения, потому что торопился уехать.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хыпаланнӑран Нӑрик хӑлхисем таранах ҫырлапа вараланса пӗтнӗ.

Свинушок так усердствовал, что вымазался до ушей.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хыпаланнӑран ӗнтӗ, кӗрешнӗ ҫӗрте ҫӗҫӗ татах кирлӗ пулма пултарасса вӑл аса та илмерӗ.

Второпях почему-то не подумал о том, что он может еще пригодиться для борьбы.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех