Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хусанти (тĕпĕ: Хусан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Зина ун чухне Хусанти мединститутра иккӗмӗш курсра вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑрҫӑран таврӑнсан вӑл Хусанти мединститутран вӗренсе тухнӑ, хирург пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вара, Ваҫлие Хусанти полици участокне илсе кайнӑ ир, Атӑлкассине ҫирӗм сакӑр ҫулалла ҫитнӗ, хӑва хулли пек ҫинҫе те сакайӗнче шӑтса ӳснӗ ҫӗрулми калчи пек шуранка сӑн-питлӗ Жемени ҫамрӑк барон персе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хусанти турамӑш иккуни телей кӳрет тенине илтнӗччӗ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хусанти «Сувар» хаҫат редакторӗ пулнӑ журналист, ҫивӗч статьясен блогерӗ Константин Малышев.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Кашин ҫавӑн Хусанти пилӗк чекист — «ҫар десанчӗ» Хураҫӗре килсе тустарни нимӗнле усӑ та кӳрейменнине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

(Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин Хусанти музейӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Суслонгер лагерӗнче Тутарстанран призывпа чӗнсе илнӗ ҫынсем кӑна 300 ытла вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арӑмӗн вара килӗшмелли ҫеҫ юлчӗ: хӑйӗн арҫыннисене — упӑшкипе икӗ ывӑлне, Толикпе Веньӑна, амӑшӗ, шанчӑклӑ та ӗҫчен Хвекла ҫине шанса хӑварчӗ те Хусанти ветеринари институчӗн студентки пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак ҫулах, шурӑ гвардеецсене Пӑва уесӗнчен хӑваласа янӑ хыҫҫӑн, ӑна Хусанти рабочисен 1-мӗш полкӗн чрезвычайлӑ уполномоченнӑйӗ пулма шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ // Валентина Шингалова. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Хусанти Дарья Мальцева фортепиано музыкипе килентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш композиторӗсен хайлавӗсем янӑрарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36675.html

Сӑмахран, Хусанти фельдшерсен шкулӗнче 1867 — 1871 ҫулсенче П. Морозов (Ҫӗрпӳ уесӗ), А. Петров (Шупашкар уесӗ), 1879 — 1882 ҫулсенче Я. Яковлев (Етӗрне уесӗ) вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вырӑссен паллӑ офтальмологӗ, Хусанти куҫ клиникинче ӗҫленӗ Е. В. Адамюк профессор чӑваш ҫыннисене трахомӑран юсас тӗлӗшпе нумай вӑй хунине палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Кун пирки Дмитрий Кушников Хусанти К. В. Лавровский тусӗ патне хурланса ҫапла ҫырнӑ:

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ун хыҫҫӑн ҫулталӑк ытла Хусанти право институтӗнче вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Юмахсене ҫырса паракансене илес пулсан, революцичченхи текстсене, тӗпрен илсен, Элӗкри икӗ сыпӑклӑ училищӗре, Элшелри пӗр класлӑ училищӗре, Кӗҫӗн Явӑшри ҫӗр ӗҫ училищинче, Хусанти миссионерсен курсӗнче, Хусанти тӗн семинарийӗнче, Сӗнтӗрвӑрри тӑватӑ класлӑ хула училищинче, Ишекри миссионерсен шкулӗнче вӗренекенсем ҫырса пани курӑнать.

Тексты дореволюционного периода, вошедшие в данный сборник, записаны в разные годы учащимися Аликовского двухклассного училища, Альшеевского одноклассного училища Министерства народного просвещения, Малояушского земского училища, Казанских миссионерских курсов, Казанской духовной академии, Марпосадского четырехклассного городского училища, Ишаковской двухклассной миссионерской школы Братства святителя Гурия и др.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Хусанти федераци университетне, юридика факультетне кӗрессе шанатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗл пирӗннисене! // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/news/v-rent/2023-07-0 ... ne-3325142

Эльвира Хусанти химипе технологи институтӗнче вӗренет, халӗ вӑл виҫҫӗмӗш курс пӗтерсе ҫуллахи каникула таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑскер Хусанти химипе технологи институтӗнче кӑштах вӗреннӗ, унтан Чӑваш патшалӑх университетне куҫнӑ.

Родившись в Вурнарском районе, она немного проучилась в Казанском химико-технологическом институте, затем перешла в Чувашский государственный университет.

Хурӑн хуппинчен илем ӑсталать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35199.html

Ялти пуҫламӑш шкулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пӗчӗк Саша тӑлӑх ачасен колонинче пурӑнса вӗреннӗ, 1931 ҫулта Хусанти чӑвашсен педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн виҫӗ ҫул учитель пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, иккӗшӗ те Хусанти авиаци институтне кӗме ӗмӗтленнӗскерсем, икӗ ҫул усӑсӑр ҫухатрӗҫ темелле: конкурс али вӗтӗ пулнӑ пирки каялла таврӑна-таврӑна килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех