Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хурланас (тĕпĕ: хурлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эс вилнӗшӗн никам та хурланас ҫукчӗ! — ӗрлешет Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл паян пирӗн патран тухса кайсассӑн та хурланас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Пӑрахут кайнӑ чухне хурланас килет, — терӗ ҫамрӑк чукча, Нина Ивановна еннелле ҫаврӑнса.

— Грустно, когда пароход уходит, — обратился молодой чукча к Нине Ивановне.

Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Епле хурланас мар-ха ачасен?

Да и как ребятам не переживать.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Мӗншӗн хурланас

Зачем грустить?..

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Пусарнӑ шухӑшӗсем хушшинче — хурланас кӑмӑл тата кашни ҫыннах тивӗҫлӗ, анчах та ӑна ҫеҫ тивӗҫмен хӗрӳ те ачаш туйӑмсем пулнӑ.

Запрещены были грусть и вереница простых человеческих чувств, горячих и нежных, имеющих право на жизнь почти для каждого, но не для него.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Савӑнӑҫ хыҫҫӑн темле хурланас килсе кайрӗ, ҫартан тухса килнӗшӗн вӑл малтанхи хут ӳкӗнсе илчӗ.

Но вслед за радостью пришла еще незнакомая ему горечь, и он впервые пожалел, что ушел из армии.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хурланас вырӑнне савӑнса ларатӑн, Минхаус!

— Вместо грусти сидишь, радуешься, Минхаус!

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех