Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хумханнипе (тĕпĕ: хумхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Те вӑтаннипе, те хумханнипе, вӑл хӗрелсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫтаппан, кӑмӑлӗ хумханнипе хӑй мӗн тӑвасса пӗлмесӗр, аллисене Матӗрне хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук, ытла хумханнипе калас мар сӑмахне персе янӑскер, ним хуравлама аптранипе чӗнмесӗр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хӑвӑрах ӑнланатӑр вӗт-ха: ӗҫ-и вӑл, Гаврил Романович?! — аса илчӗ Ирина ун ячӗпе ашшӗ ятне, хытах хумханнипе ҫакна хӑй те сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хумханнипе куҫсем хуралса килчӗҫ, алӑсем чӗтре пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21 млн тенкӗ выляса илнӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/lotereya-vylyav/ ... ln-3398010

Хумханнипе вӑл кафедра патӗнчен сиксе тӑрать те класс тӑрӑх утса ҫӳреме тытӑнать.

В волнении вскакивал он с кафедры и шагал по классу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ кун пек пуласса шутламан, васканипе, хумханнипе ҫапла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хумханнипе аллисем те чӗтреҫҫӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Микула хумханнипе хӑй тавра мӗн пулса пынине курмасӑр, мӗн калаҫнисене итлемесӗр малалла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Гена тӑчӗ, хумханнипе сӑмах та ыйтма манчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Анастасия Александровна, питӗ хумханнипе пулмалла, хӗрелсе кайнӑ, куҫӗ йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче хумханнипе хӑвӑрт сывлать…

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

(мана хупса лартмалла? — тесшӗнччӗ Янтул, калаймарӗ — хумханнипе сасси ҫӗтрӗ.)

(меня сажать — хотел сказать Яндул и не смог: от негодования у него сел голос).

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Соня, ҫав тери хумханнипе, куҫҫульне чараймасӑр хӑй тӗллӗн вуларӗ Мишӑн ҫырӑвне.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫывхараҫҫӗ, — хумханнипе кӑшкӑрса каларӗ салтак.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хумханнипе пулас, сывлӑшне йывӑррӑн ҫавӑрса илчӗ, вара хуллен вулама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫу-ук, хумханнипе ҫавнашкал калаҫрӗ вӑл, — хута кӗчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пухура рабочисем Вӑхӑтлӑх правительствӑна уҫҫӑнах хирӗҫ пулнине пӗлсен, кӑмӑл хумханнипе ниҫта кайса кӗме аптранӑ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Акӑ мӗн иккен, эсӗ вилӗмрен ҫӑлӑнса юлнӑ эппин! — хумханнипе кӑшкӑрсах ячӗ те Ева Джессипе юнашар ларса ӑна аллинчен тытрӗ.

— Да ты, оказывается, спаслась от смерти! — воскликнула, взволновавшись, Ева и, пересев к Джесси, взяла ее руку.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Эсир чӗнместӗр, чӑн та, паллах, эпӗ сирӗнтен нимӗн ҫинчен те ыйтман-ха, — Дрибб хумханнипе хыттӑн мӑшлатать.

— Вы молчите, хотя, конечно, я вас еще ни о чем не спрашивал, — он громко засопел от волнения.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех