Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Халӑхсен (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патшалӑх наци политикине тытса пырас ӗҫ витӗмлӗхне ӳстерес тӗллевпе, ку чухнехи чӗнӳсене шута илсе, Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне хӑйӗн штат тытӑмӗллӗ, устав тӗллевӗсене, задачисене тӗпе хурса ӗҫлекен уйрӑм организаци пек йӗркелени вырӑнлӑ тесе шутлатӑп.

С учетом современных вызовов для повышения эффективности реализации государственной национальной политики считаю целесообразным сделать Дом дружбы народов самостоятельной организацией со своей штатной структурой, уставными целями и задачами.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Наци культура автономийӗсен ӗҫ-хӗлне тата наци политикин сферинче тӗрлӗ мероприяти ирттерессине йӗркелесе тӑмашкӑн республикӑра Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ ӗҫлет.

Для координации деятельности национальных культурных автономий и обеспечения администрирования различных мероприятий в области национальной политики в республике функционирует Дом дружбы народов.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ял тӑрӑхӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен тӗп йӑли-йӗрки, культури тата наци хӑйне евӗрлӗхӗн ытти паллисем лайӑхрах сыхланса упранаҫҫӗ.

В сельской местности так или иначе более трепетно хранят исконные народные традиции, культуру и иные составляющие национальной идентичности народов, проживающих в Чувашии.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Халӑхсен Аслӑ хускалӑвӗ хыҫҫӑн ҫак ҫӗрсем ҫинче герман йӑхӗсемпе аварсем тӗпленнӗ, каярахпа — римлянсем хыҫҫӑн юлнӑ пурӑну вырӑнне Стрегом ят панӑ славянсем вырнаҫнӑ, ку ят каярахпа Дунай урлӑ пӗлтерӗшлӗ каҫма патӗнче вырнаҫнӑ хулан хальхи ячӗ валли никӗс пек пулса тӑнӑ.

После Великого переселения народов на этих землях осели германские племена и авары, а позднее — славяне, окрестившие римское поселение Стрегом, что стало впоследствии основой для современного названия города, находящегося у важной переправы через Дунай.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Сикким апат-ҫимӗҫӗ вырӑнти халӑхсен — непалсен, бхутисен тата лепчасен — йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ.

Сиккимская кухня происходит из традиций народов, населяющих Сикким — непальцев, бхутия и лепча.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Тӗрӗссипех каламалла: чӑваш ҫӗршывӗнче те, СССРти ытти республикӑсемпе облаҫсенче те халӑхсен илемлӗ ӳкерес ӑсталӑхӗпе декоративлӑ-прикладной искусствӑна нумай вӑхӑт хушши кирлӗ пек хакламасӑр пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Халь ҫак паха произведени Ленинградра СССРти халӑхсен этнографи музейӗнче упранать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Кунта вӑл тӗрлӗ халӑхсен илемлӗ ӳкерес ӑсталӑхне, уйрӑмах патша саманинче манӑҫа хӑварнӑ, анчах питех те хӑйне майлӑ культура пуянлӑхне тӗпченӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Музыка вещанийӗн редакцийӗ чӑваш композиторӗсен юррисене, тӗрлӗ халӑхсен музыкине тата классикӑлла музыкӑна пропагандӑланисӗр пуҫне, хӑйӗн концерчӗсене час-часах республикӑра малта пыракан предприятисемпе колхозсен коллективӗсем ыйтнипе хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Совет Союзӗнчи халӑхсен туслӑ ҫемйинче пурӑнакан ӗҫ ҫыннисем хӑйсен коммунизм строительствинчи пархатарлӑ ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнӑҫлӑ пурнӑҫӗ ҫинчен радио передачисем итлесе киленеҫҫӗ, литературӑпа музыка передачисем итлесе вӑхӑта усӑллӑ ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Литература тӑван халӑхсен паттӑрлӑхне, пултарулӑхне, вӗсем Тӑван ҫӗршыва юратнине, ҫав юратӑвӑн вӑй-хӑватне анлӑн та тӗрӗссӗн кӑтартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл пире паян кун, ытти тӑванла халӑхсен чӗлхисемпе пӗрле, коммунизмалла йыхӑрать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Малалла ҫапла хушса хунӑ: «ССР Союзӗнчи халӑхсен чӗлхисене малашне те ирӗклӗн аталанма май памалла».

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫапла вара, ытти халӑхсен культура пуянлӑхӗ хамӑрӑн культурӑна пуянлатма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Тӗрлӗ национальноҫлӑ совет ҫыннисен ӑс-тӑнӗнче пӗрешкел палӑрӑмсем йӗркеленчӗҫ, ҫав палӑрӑмсем ҫӗнӗ йышши обществӑлла хутшӑнусене пула ҫуралнӑ, вӗсем ССР Союзӗнчи халӑхсен чи лайӑх традицийӗсене палӑртса тӑраҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вырӑс тата ытти халӑхсен литературине вӗренни, хамӑрӑн традицисене шута илсе ӗҫлени, ӑсталӑха тӑрӑшса ӳстерсе пыни, писательсен пурнӑҫӗ лайӑхланни те (ку вӑл ӗҫӗн ӑнӑҫлӑхне ӳстерекен майсенчен пӗри) — ҫаксем ӗнтӗ пирӗн литературӑна малалла хӑвӑртрах пырса аслӑ ҫул ҫине кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл хӑй пурӑнакан вӑхӑтри кун-ҫула, хӑй вӑхӑтӗнчи халӑхсен, ҫынсен нумай енлӗ пурнӑҫне ҫырса-сӑнласа кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пӗр енче — тӗттӗм ҫанталӑк, ҫӑткӑнлӑхпа чухӑнлӑх, пусмӑрпа чуралӑх, халӑхсене вӑрҫа илсе кӗрессипе хӑратакан сулӑнчӑк ҫул; пирӗн енче — хӗвел, чӑн-чӑн ирӗклӗхпе тӑванлӑх, тӗрӗслӗх, халӑхсен коммунизмалла пыракан аслӑ та ҫутӑ ҫулӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Унта — ҫӗнӗ Программӑра — тата 10 ҫултан, тата 20 ҫултан пирӗн ҫӗршыври халӑхсен пурнӑҫӗ мӗнле шая ҫӗкленмеллине ӑслӑн та тӗплӗн ҫырса кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пирӗн партин ҫӗнӗ Программи — пирӗн халӑхсен телейлӗ шӑпи.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех